Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре коммуналлă хытă каяшсемпе (ТКО) çыхăннă çĕнĕ йĕркесем вăя кĕнĕ.
Вĕсемпе килĕшÿллĕн контейнерсем вырнаçтарнă вырăнсенче тата контейнера хăйне йывăç-тĕм тураттисене тата ÿсен-тăран юлашкисене купаласа хума юрамасть.
«Çакă контейнерсемпе усă куракансене пурне те пырса тивет. Субботниксенче йывăçсене касса тирпейленĕ хыççăн мероприятисене йĕркелекенсен туратсене хăйсен илсе тухмалла е çак енпе тимлекен организаципе ятарлă договор тумалла», - пĕлтереççĕ Чăваш Республикин çутçанталăк министерствинчен.
Çак йĕркесене пăхăнмасан çынсене административлă явап тыттараççĕ. Граждансене 3 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 250 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.
Август 2026 |
