НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ылтăн туй кĕрекинче - Яковлевсем

Категория: Публикации Опубликовано: 24.09.2025, 09:41 Просмотров: 334

Иртнĕ эрнере Огонек поселокĕнче пурăнакан, ял-йышра чыс-хисепе тивĕçнĕ килĕшÿллĕ мăшăр Петр Александровичпа Надежда Владимировна Яковлевсем çемье чăмăртаса пĕрле пурăнма тытăннăранпа çур ĕмĕр çитнине çывăх тăванĕсемпе тулли кĕрекере пуçтарăнса паллă турĕç. 50 çул алла-аллăн утакан, пĕрне-пĕри пур енĕпе те пулăшса пыракан мăшăрăн пурнăç çулĕ - çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх!

Ĕмĕр тăршшĕнче савăнăç-телейне кăна мар, тĕрлĕрен чăрмавсемпе йывăрлăхсене те тĕл пулма тивет, çавсене парăнтарнă чухне вара çумра шанчăклă та çирĕп кăмăллă çын пулни кирлĕ. Надежда Владимировнăна, ку енĕпе илсен, ăннă темелле, шăпа ăна ырă, ĕçчен, ăста алăллă, кĕскен каласан, пурнăç тытма пĕлекен çынпа паллаштарнă. Пĕрне-пĕри çур сăмахранах ăнланнă вĕсем, хăйсен хушшинчи юратăва, çемьери татулăхпа килĕшÿлĕхе куç шăрçине упранă пек упранă, пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ хушса кил-çуртне çĕнетсе, хăтлăлатса пыма, виçĕ ачине те хăйсем юратнă профессие алла илмешкĕн пулăшма вăй-хал çитернĕ. Çичĕ мăнукне воспитани парса ÿстерессине те хăйсен тÿпине нумай хывнă.

Яковлевсем вăй питти çулĕсене тăван ен аталанăвне панă, канăçа пĕл-месĕр тăрăшнă. Ăçта ĕçленĕ, çавăнта ырă ят хăварнă. Петр Александрович «Ибресинский» совхозра, каярах «Знамя» колхозра вăй хунă. Хăй вăхăтĕнче бригадир та, Огонекри ферма заведующийĕ те, хуçалăх председателĕ те пулнă. Надежда Владимировна - çĕвĕ ăсти, чылай хушă  йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра вăй хунă, унтан Йĕпреç райповĕн çĕвĕ цехне куçнă та çакăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.

«Ĕçне кура - хисепĕ», - теççĕ халăхра, Яковлевсем ял çинчи ят-сума хăйсен тăрăшулăхĕпе, тÿрĕ кăмăллăхĕпе çĕнсе илнĕ, тесех каласшăн. Çакна вĕсем ку таранччен тивĕçнĕ хисеп грамотисем те, тав хучĕсем те çирĕплетеççĕ.

Ылтăн туйпа Яковлевсене Шăрттан территори пайĕн начальникĕ Александр Саперов ăшшăн саламланă. Вăл çемьен çуралнă кунне паллă тăвакансене Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕнчен Игорь Семеновран килнĕ саламлă открыткăпа тата парнепе хавхалантарнă, çавăн пекех вăл хисеплĕ мăшăра 50 çулхи юбилей кĕтсе илнине çирĕплетекен свидетельствăпа чысланă.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译