Валентин Константинов
Калав
Максим хăйне телейлĕ туйрĕ. Акă, тинех канмалли кунсем кĕтеççĕ ăна. Эрнелĕхех сыв пуллашать вăл тăван завочĕпе, çемйипех Мускав курма каять. Пĕчĕкрен пĕрле ÿснĕ Викторпа тĕл пулать, ун патĕнче хăналанать…
Завод хапхи умĕнче тăраканскер, юлашки вăхăтра хăнăхнă йăлапа тÿпенелле пăхса илчĕ. Паян вăл тăрă. Хусаналла е унтан каялла вĕçекен вертолет-самолет сасси ил- тĕнмест. Таврана каç сĕмĕ çапасшăн. Васкамаллине туйса, вăл машини патне утрĕ.
Лида арăмĕ калаçса татăлнă пекех хатĕрленсе тăнă. Маша хĕрĕ нихçанхинчен те вăр-вар çÿрерĕ, ашшĕне хывăнма та пулăшрĕ. Алеша ывăлĕ, çемьере ачасенчен чи асли, сумкăсене тухас çĕре вырнаçтарчĕ. Пĕчĕк Лариса, садикре ăна «пĕчĕк çăлтăр» теççĕ, савăнăçне пытараймасăр пÿлĕмрен пÿлĕме чупрĕ. «Анне, эпĕ хамăн Жучкăна пĕрле илетĕп!» - калаçрĕ вăл амăшне пÿлсех.
- Хăвăртрах çикеле те… - васкатрĕ упăшкине Лида. - Пуйăс пире кĕтес çук, çул çинче васкамалла ан пултăр. Такси çур сехетрен килмелле. Куславккаран Шупашкара çитме те вăхăт кирлĕ…
Пуйăс çинче шавланă-кулнă хыççăн ачисем аранах лăпланчĕç. Максимпа Лида юнашар ларчĕç. Вĕсем те калаçас тенине калаçса пĕтернĕ, хушăран-хушă кăна сăмахларĕç. Кăштахран калаçу тепĕр хут вăй илчĕ.
- Маша пулман пулсан, каймастăмăрччĕ-ха ку Мускава, - терĕ Лида. - Питĕ конкурссене хутшăнма юратать-иç…
- Аван-ха вăл, - чĕнчĕ Максим. - Тен, ÿлĕмрен чаплă çыравçă пулать… Хитре ăсталать вĕт сочиненисене, учительсем те тĕлĕнеççĕ.
- Мухтанма ир-ха. Каччă шухăшĕ кĕрет те вĕренÿ пирки манса каять акă…
- Ун чухне вара сăвăсем шăрантарма пуçлать, - йĕкĕлтерĕ арăмне упăшки.
- Мĕншĕн ĕç пăрахсах Мускава каясшăн пултăн эсĕ, - ыйтрĕ Лида. - Виктора курас килет-и е хула тăрăх çÿреме ĕмĕтленетĕн?
- Тахçантанпах пулман унта. Ачасене кăтартмалла. Санăн та Оля мĕнле пурăннине пĕлес килет пулĕ. Виктор… Викторпа Оля Куславккана отпуска килсен, авă, тĕл пулатпăр, пĕрмай йыхравлаççĕ хăйсем патне, мĕншĕн кайса курас мар.
Калаçма чарăнсан, Максим каллех Виктор пирки шухăшларĕ. Мускав Мускавах-ши, юлашки çулсенче улшăнма пуçларĕ тусĕ, ĕлĕкхилле уçах мар, сăмаха шухăшласа калаçать. Хăш чухне мĕн ыйтнине те хуравламасть. Никама палламасть те, нимĕн те пĕлмест те - çемье тулĕк пултăр ăна. Çемье тесен тинĕс тĕпне анса тухма та хатĕр. Лайăх пулĕ-ха ку, çапах та таврари çынсене те манмалла мар.
Ирхине ирех перрон çинче Виктор савăк кăмăлпа кĕтсе илнине курчĕç Максимпа Лида.
- Ачасем, пирĕнсĕр пĕр утăм та ан тăвăр, çĕтсе каятăр, - асăрхаттарчĕ амăшĕ. - Виктор тетÿ хыççăн пырăр.
Вокзал, экскалатор, метро, автобус… Пĕтĕмпех çĕнĕлле пулчĕ ачасемшĕн.
- Вăт, пурăнăр ĕнтĕ, курăр тĕп хулана. Ах, епле аван эсир килни! - ыталарĕ Лидăна Оля. - Сирĕн пата пыратпăр, хăвăр килсе курмастăр… Ачасем те сире шутсăр кĕтрĕç. Шкултан, садикрен килсен, туй пулать-ха кунта!
Викторпа Лида Мускав хваттерне курса çÿрерĕç, пÿлĕмрен пÿлĕме утрĕç.
- Виçĕ пÿлĕм, икĕ ванна, туалет, кухня, прихожăй… Сĕтелĕ-пуканĕ, выртса тăмалли мĕн чухлĕ! Епле чаплă, епле хăтлă! Ытла та пуян! - тĕлĕнчĕ Лида.
- Çуртне пăх-ха урамран, - калаçăва хутшăнчĕ Максим та. - Урамранах паллă кунта чаплă хваттерсем пуласси. Миçе хутлă ку кермен.
- Вăтăр иккĕ. Эпир, акă, çирĕммĕшĕнче… - хуравларĕ Виктор.
- Кала-ха, ăçтан çакăн чухлĕ укçа тупнă эсĕ, - ыталарĕ çурăмĕнчен Куславккаран килнĕ хăна. - Эпир те ĕçлетпĕр ĕнтĕ… Сирĕн те виçĕ ача, пирĕн те… Эпир те çывăрса выртмастпăр, тул çутăлнă-çутăлман иксĕмĕр те ура çинче…
- Тусăм, Мускава Куславккапа ан танлаштар. Кунта укçа ĕçлесе илме пулать, тăрăш кăна. Тулĕк пи - и - и - тĕ нумай тар кăлармалла. Пирĕн Ольăпа иксĕмĕрĕн канмалли кун çук та тейĕн, хăçан çывăрмаллине те пĕлместпĕр. Укçана ниçта та ыт ахальтен памаççĕ.
- Сирĕн пек çамрăкрах чухне килмелле пулнă кунта пурăнма. Халĕ кая юлнă… Тепĕр тесен, Куславккара та питĕ аван, Атăл, уçă сывлăш…
- Эсир халĕ пире пула отпуск илнĕ … - аванмарланчĕ Лида.
- Тем ан калаç-ха! - аванмарланчĕ Оля та. - Эпир халĕ укçа çухататпăр тетĕр-и? Çук, çук, Лида, пурнăçра пĕр укçа кăна-ши вара хакли. Тус-юлташпа, тăван-пĕтенпе тĕл пулнинчен ырри пур-и вăл? Çук, çук, ан шухăшлăр начар, эпир пуянлăхшăн мар, тĕрĕс-тĕкел пурăнасшăн тăрăшатпăр. Вăт, шуйттан украинецĕсем тупăнчĕç те, вăрçă кăларчĕç те, чунра лăпкă мар…
(Малалли пулать)
Август 2026 |
