Çулталăк каялла, тĕрĕсрех каласан – 2024 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче, Туçара ятарлă çар операцине хутшăнса Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтаксем валли «кикимора» ятлă пĕркенчĕксем çыхма пуçларĕç. Вăл вăхăтра ку пĕркенчĕксене çыхас ĕçе +ирĕклĕ ялĕнче йĕркелесе янăччĕ.
«Вĕренме Çирĕклĕне çÿрерĕмĕр, кайран хамăр пата чĕнтĕмĕр унти ăстаçĕсене. Пире Ираида Федотовăпа Светлана Ефремова питĕ пулăшрĕç - чĕререн тав тăватпăр вĕсене, = каласа парать çак ĕçе пуçарса яракан Ираида Ильина. – Арçынсем станокне ăсталарĕç. Чи малтан ĕçлеме тухнисемех пĕр улшăнмасăр паянхи кун та çÿреççĕ. Ытларах пурте тивĕçлĕ канурисем. Çамрăксен ĕçре кун иртет, килĕсенче ачи-пăчи, выльăх-чĕрлĕхĕ, çулла пахчи… Йывăртарах, паллах».
Ушкăна Валентина Убасникова ертсе пырать. Кун сиктермесĕр тенĕ пек сăваплă ĕçе хутшăнакансене ятранах каласа хăварас килет: Галина Тихонова, Галина Ильина, Алена Сибетова, Валентина Николаева, Галина Лазарева, Ираида Лазарева, Нина Степанова, Алевтина Димитриева, Любовь Филиппова, Нина Капитонова çулталăк хушши ывăннине пĕлмесĕр ĕçлеççĕ. Çак хушăра 165 пĕркенчĕк хатĕрлесе салтаксем патне ăсатнă, яла отпуска килекенсене те пушă алăпа нихăçан та яман. Тăван кĕтесре пуçтарса типĕтнĕ тутлă шăршăллă чей курăкĕсемпе пылак улми-çырли мĕне тăрать тата! Салтаксем валли чей-компот вĕретме Валентина Убасниковăпа Валентина Николаева çу каçипе тăрăшса хатĕрленĕ парти самаях пысăк. Çак паха парне Йĕпреçри центр урлă кĕçех ентешсем патне çитĕ.
Пĕркенчĕксемпе ытларах разведчиксемпе снайперсем усă кураççĕ, вĕсемсĕр пуçне дрон вĕçтерекен боецсем те пысăк хак параççĕ. «Усă курма меллĕ, пытанма та питĕ пулăшать», - тенине час-часах илтме пулать лента тепĕр енчен каялла вĕçсе килекен саламсенче. Пĕркен-чĕксене те туçасем Йĕпреçри гуманитари пулăшăвĕ пухакан центра çитерсе параççĕ. Кĕлĕмкасси территори пайĕн ертÿçи Валерий Никонов ку енĕпе самай пулăшать, хăй машинĕпе леçет, каялла материал тиесе килет. Маскировка пĕркен-чĕкĕсем çыхакан точкăна уçнăранпа çулталăк çитнине паллă тума та ĕçĕсем нумаййине пăхмасăрах килчĕ вăл, чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕ. «Çав тери кирлĕ япаласем тăватăр. Çын сăмаххине итлесе ĕçĕр сая каять тесе ан шутлăр. Йĕпреçрен леçекен посылкăсем кашниех çитес çĕре çитеççĕ», - тесе хĕрарăмсен ĕçне пысăк хак пачĕ.
Ираида Ильинапа Лариса Тимофеева хĕрарăмсене парнесем парса савăнтарчĕç. Марина Николаева предприниматель кучченеçсемпе çитрĕ, тортпа сăйларĕ. Çулĕсене те, ыратнине те пăхмасăр кашни кун çĕнтерĕве çывăхлатас тесе хăйсен пысăк тÿпине хывакансене пурте вăй-хал тата çирĕп сывлăх сунчĕç.
Эльвира Анисимова
Август 2026 |
