НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çĕнтерĕве тылра туптатпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.09.2025, 09:00 Просмотров: 352

Лара-тăра пĕлмен Людмила Николаева пĕрле тăрăшăкансене юлашки кăтартусем пачĕ.

- Манса каймастпăр, тăванăмсем, паян çыхакан хÿтлĕх тетелĕ тÿрремĕнех кĕрхи тапхăрпа çыхăннă. Ячĕ те унăн «Кĕр илемĕ» ятлă, çавăнпа симĕс хăюсем ун çинче пулмалла мар, - чăн-чăн командир пекех хушусем пачĕ Людмила Михайловна.

Кĕлĕмкассинчи культура çуртĕнче иртен пуçласа каçчен хĕрÿ ĕç вĕрет. Кĕрхи ĕçсенчен пушаннă ял çынни  Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнчи «Пурте фронт валли, пурте çĕнтерÿ валли» чĕнÿпе пуçтарăнать  ял варринчи чи пысăк çурта.

Авăн уйăхĕн варринче  ятарлă çар операцине хутшăнакан  паттăрсем валли хÿтлĕх хатĕрĕсем çыхакан ăстасем пĕр пĕчĕк уяв янтăлама пултарчĕç% ялта сеть çыхакан пункт уçнăранпа шăп та лăп пĕр çулталăк çитрĕ.  Ентешĕсене пысăк пулăшушăн тав тумашкăн Донбасспа Луганск тăрăхĕнчен А. Семеновпа С. Басманцев боецсем те килсе çитнĕ. 

«Семен» тата «Шах» позывнойсемпе тăшмана хĕртекен салтаксен шучĕпе  аякри Чăваш Енри  ентешĕсен паттăрлăхĕ фронтри салтаксенчен пĕрре те кая мар.

- Эпир çĕршыв чысĕпе хăватне хÿтĕлетпĕр пулсан, эсир хăвăрăн сумлă ĕçĕрпе пирĕн  пурнăçсене упратăр, пире хÿтĕлетĕр, - чунрине пĕлтерчĕç Тольăпа Сережа.

Йĕпреç муниципалитет депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, ялти хĕрарамсен канашĕн председателĕ Ева Петрова +ĕнтерĕве вырăнта туптакансен ĕçĕ-хĕлне фактсемпе çирĕплетрĕ:

- Çулталăкра 188 сеть çыхма пултартăмăр. Кĕлĕмкасси ял халăхĕ çанă тавăрсах пикенчĕ çак ĕçе.  Тĕрлĕ тапхăрта «Тыл фронта» акцине 70-80 çын таранах хутшăнатчĕ. Çар техникипе блиндажсем валли хÿтлĕх каррисем хатĕрленисĕр пуçне, нашлемниксем те чылай çыхнă.  Надежда Степанова учительницăпа  Галина Ефимова çĕвĕç  тумтир çĕлессипе  хастарлăх кăтартаççĕ.  Тăшманран тасатнă  Донбасри ял-хулана илемлетмешкĕн тĕрлĕ чечексем çитĕнтерсе ятăмăр. Пĕлтĕр çамрăк гвардеецсен хулине -  Краснодона - гуманитари пулăшăвĕ ăсатрăмăр, - хастарсен ĕçĕпе паллаштарать Ева Алексеевна.

Кун сиктермесĕр фронта пулăшакансен ячĕ-шывĕсене пайăррăн палăртас килет. Ева Петрова шÿтне ĕненес пулсан, кунта пĕтĕмпех çарти евĕр иккен% Людмила Николаева, сăмахран, рота командирĕ, ачасене 40 çул вĕрентнĕ Вера Алексеевăпа Ольга Анисимова учительсем – политруксем.

Галина Исаева, Галина Исакова, Людмила Романова, Галина Прокопьева, Клавдия Денисова, Валентина  Шемякина, Полина Федорова, Галина Афиногентова, Галина Васильева, Людмила Исакова, Галина Назаркина сержант-старшина звание тивĕçнĕ. Çак ĕçе муниципалитет шайĕнче йĕркелесе тăракан Роза Хлебникова генерал иккен.

Анатолий Абрамов педагог-журналист çулсерен СВОра пуç хунă Сергей Михайлов комбат ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республика турнирне ирттерессипе тимлет, парнесем хатĕрлет. Ку хутĕнче те пушă алăпа килмен иккен Анатолий Серафимович. Вăл сеть çыхакансене парнесем пачĕ, юрă та шăрантарса савăнтарчĕ, чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕ.

Тĕлпулу-уявра окопсенчен вăхăтлăха таврăннă «Семенпа» «Шах» боецсене тĕрĕс-тĕкел тата çĕнтерÿпе таврăнма хăват сунчĕç хĕрарăмсем. Ятарласа вĕсене валли хатĕрленĕ маскировка тетелĕсем алăран тыттарчĕç. «Тăван ялта кашни тĕввине чĕререн ырă сунса тунă сетьсенче асамлă вăй пурах», - шантарчĕç хĕрарăмсем.

Светлана Разумова.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译