НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пĕр ĕмĕт-тĕллевпе

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2025, 10:17 Просмотров: 1027

Пăхатăп янкăр тÿпене -

Паян хĕвелĕ хĕрÿрех.

Чăвашăн ыранхи кунне

Курас килет ман хитререх.

Хавхаланса, çунатланса

Сарам-и шиксĕр туйăма?

Хам кандидатшăн савăнса

Паратăп уçă сассăма.

Çав кандидат мĕнпур йыша

Йăлт пĕрлештертĕр хăй тавра.

Тÿссе сивве, тÿссе ăшша

Вăл ÿсĕм тутăр çĕршывра!

Ытти çынсем те манашкал

Шухăшпалах хĕртĕннине

Курса тăруçăн, эп васкам

Хушма çак пĕрлĕх тытăмне.

Ку пĕрлĕхе çулран пăрма

Камах пултарĕ-ши паян?

Вăл - вĕçĕм çĕнелен вăрман

Шавĕпеле юрлать ян-ян.

Пире тыттарнă мандатсен

Тĕрĕслĕхне туйса чунпа,

Чакмастпăр ырă ĕмĕтрен:

«Суйлатпăр çутă сунăмпа!»

Умма хурать кĕр хистесех

Халавлă ылтăн пурлăхне.

Кĕçех, ак, пĕлĕпĕр, туссем,

Чăвашăн çĕнĕ пуçлăхне!

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译