НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Иртнине аса илсе

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2025, 10:14 Просмотров: 311

Эпĕ кĕçех 85 çула çитетĕп. Çавăнпа Тăван çĕршывăн  аслă вăрçи  хыççăнхи суйлавсене лайăх астăватăп.

1949 çулхи суйлава шкулта 2-мĕш класра вĕренекенсем те хутшăнтăмăр. Март уйăхĕн пуçламăшĕнче, суйлав  иртессине  пĕлтернĕ хыççăнах, Антонина Федоровна Федорова, 2-мĕш класс учительници, пурне те суйлав çинчен пĕлтерÿ çырма хушрĕ. Çапларах çырмалла терĕ, «Пĕлтерÿ. Мартăн çав числинче (числине астумастăп), вырсарникун, суйлав иртет. Пурте суйлава хутшăнăр!»  Мĕн çине тата мĕнпе çырмаллине каламарĕ. Ачасем пĕлеççĕ-ха кино курма чĕнекен пĕлтерÿсене кивĕ хаçатсем çине пысăк саспаллисемпе çырнине. Çапла тумалла пулĕ-çке пирĕн те! Кивĕ хаçатсем манăн пур, чернил та çителĕклĕ.  Нумайăшĕн кивĕ хаçатсем çук, манăн ку  енчен чăрмав çук, асатте вăрçă хыççăн кашни çулах  «Чăваш Коммуни» хаçата çырăнса илетчĕ. Эпĕ çур хаçат çине учительница сăмахĕсене çырса пелтерĕве чустапа хапха çине урам енчен çыпăçтарса хутăм. Пĕрремĕш хут суйлав ирттерме пулăшрăм. Ун пек пĕлтерÿсем урăх çырман. Ытти çынсем çырнине те пĕрре те курман.

1950 çул хыççăн  ялта суйлавсем уявсем пек иртетчĕç. Суйлавсене шкул çуртĕнче ирттернипе коридорта пир-авăртан уйрăм кабинăсем  йĕркеленĕччĕ. Кĕрсенех комисси членĕсем суйлавçăсен списокне çырнă  пысăк кĕнекесемпе ларнине курма пулатчĕ. Суйлавçăсем бюллетеньсем илсе кабинăсенче пулас депутатсене палăртаççĕ те тухса комисси умĕнче урнăна яраççĕ. Кунтах, пĕр пÿлĕмре, потребсоюз суту-илÿ йĕркеленĕ, çимелли-ĕçмелли, хуçалăх таварĕсем пур. Çавăнтах  сĕтел-пукан лартнă, стакансем% пĕлĕшсемпе, туссемпе тĕл пулăва паллă тума пулать. Çумри пÿлĕмрен купăс сасси илтĕнет.  Унта хĕрсемпе каччăсем ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çак йăла халиччен те ялта сыхланса юлнă. Савăнăçĕ çеç сахалтарах. Музыки репродуктортан янăрать, ташлакансемпе юрлакансем те çук. Сутăçсем ĕçлеççĕ, эрех-сăра сутмаççĕ. Суйлавçăсем те хăвăрттăн бюллетеньсене яраççĕ те таçта васкаççĕ.

Кăçалхи суйлава хатĕрленнĕ пекки  пĕрре те пулманччĕ-ха. Уйрăмах ватă суйлавçăсемшĕн тăрăшни курăнать. Кашни ватă суйлавçă патне телефонпа шăнкăравларĕç, килтех суйлама май пулни çинчен пĕлтерчĕç. Манăн мăшăр  1-мĕш группа инваличĕ, эпĕ – 2-мĕш. Ман пата суйлав учасстокĕнчен унăн председателĕпе членĕ çитрĕç. Участокри суйлав комиссийĕн председателĕ – Ирина Витальевна Александрова – сăпайлă, нумай пĕлекен çын. Пирĕн пурăнăçпа кăсăкланчĕ, социаллă пулăшу кирлĕ мар-и тесе ыйтрĕ. Эмелсемпе мĕнле тивĕçтернĕ пирки ыйтса пĕлчĕ. Калаçу сывлăх çине, çамрăк чух кам пулса ĕçлени çине куçрĕ. Паянхи лару-тăрăва та тишкерсе илтĕмĕр. И.В. Александрова И. Яковлев ячĕллĕ педагогика универститетне пĕтернĕ, шкула кайма вăхăт  çитмен ачасене воспитени парас ĕçе алла илнĕ, ача сачĕн заведующийĕ пулса ĕçлет. Эпĕ те 65 çул каялла çак университетра (ун чухне институчĕ) биологипе химии учителĕ пулма вĕреннĕчĕ. Калаçмалли тупăнчĕ. Шел пулин те, ман вăхăтра ял ачисем ача садне çÿремен, çавăнпа хальхи детсад пурăнăçĕпе кăсăклантăм. Ирина Витальевна савăнсах каласа пачĕ. Хальхи садсенче ачасене вăхăт ирттерме çеç мар, пур енĕпе те аталанма май туса панă. Вăйăсем вылянисĕр пуçне юрлама, ташлама, ÿкерме, теттесемпе пуканесем тума вĕренеçĕ. Ют çĕршыв чĕлхине вĕренме те пулать. И.В. Алексанрова  ертсе пыракан ача сачĕ воспитани парас енĕпе танлашура малти вырăнсене йышăннă.

Суйлав комиссин членĕ Лариса Сергеевна Иванова кăмăллă та пысăк пĕлÿ илнĕ хĕрарăм.  Вăл ачасене шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет. Çав хушăрах обществăлла ĕçсемпе те кăсăкланать. СВОри салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе хастар хутшăнать. Вĕсемпе эпир тахçан палланă çынсемпе уйрăлнă пекех сывпуллашрăмăр.

Геннадий Павлов-Сехнер

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译