НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Вăрманта çĕтсе кайнă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2025, 10:04 Просмотров: 388

Кĕрхи вăрман çынсене кăмпапа илĕртет. Анчах та ăна татма тухса каякансем вăрмана кĕнĕ хыççăн унтан мĕнле тухмаллине пĕрре те шутламаççĕ. Пĕр çулпа кĕреп те каялла унпах çаврăнса тухап тени ултавлă. Кĕркунне вăрман пушшех те аташтарать.

Акă нумай пулмасть Йĕпреç тăрăхĕн вăрманĕнче икĕ çын çухалса кайнă. Пĕри Костерта пурăнакан аллăри арçын. +ын çухални çинчен илтсенех полици ĕçченĕсем тата «Лиза Алерт» шырав ушкăнĕ пулăшма васканă. Арçынна тупнă.

Вăрмана пĕччен кайма шутларăр пулсан хăвăр хăш вырăнсене çитсе килме палăртнине, миçесенче каялла таврăнассине çывăх çыннăрсене, юлташсене е кÿршĕсене каласа хăварăр. Кĕсье телефонне илме ан манăр. Ача чухне ваттисем асăрхаттаратчĕç - вăрмана каятăн пулсан виçĕ кунлăх çăкăр чик. Кунпа хирĕçлеймĕн, вăрманта аташса каяс пулсан хăçан тухасси, çăлакансем хăçан килсе çитесси паллă мар. Çавăнпа та пĕрле апат, шыв (мĕнле те пулин чир-чĕрпе аптăратăр пулсан эмел) шăрпăк, çĕçĕ, шăхлич чикĕр. +утă, таçтан курăнакан тум тăхăнмалла. Енчен те çухалса кайнине ăнлантăр пулсан, тек ниçта та ан утăр - паллакан вырăна тухатăпах тесе ыткăнса çÿресе пушшех те чăтлăхалла кĕрсе каяс хăрушлăх пур. Кĕсье телефонĕпе çыхăну çук вырăнта та çăлав службин пĕрлехи номерĕ çине шăнкăравласа илме пулать. Вĕсен телефон номерĕ 112.

Çакна та асра тытмалла: хăвăр ĕлĕк çÿренĕ, анчах та тахçанах кайса курман вырăнсене çитсе килес тени те ик телейлĕ - вăрман çулсерен улшăнса пырать, ĕлĕкхи çул-йĕрсем палламалла мар улшăнаççĕ.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译