Çирĕп те туслă çемье вăл - кашни çыншăн чи пысăк тĕрек, шанчăклă хĕтлĕх. Атте-анне ăшшине туйса ĕсекен çын ури çинче çирĕп тăрать. +ывăх çынсем пĕр-пĕрне юратса, ăнланса, пулăшса пыни умри чăрмав-йывăрлăхсене хăюллăн парăнтарма, шанчăка çухатмасăр малалла утма пулăшать. Кун пек хисеплĕ çемьесем чăннипех те чыспа мухтава тивĕç. Вĕсем ачисемпе мăнукĕсемшĕн çеç мар, пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Çакăн пек хисеплĕ çемьесенчен пĕри вăл - Пĕчĕк Упакасси ялĕнче пурăнакан Василий Павловичпа Любовь Петровна Кудрявцевсем. Шăп 65 çул каялла вĕсем пĕрлешсе çемье çавăрнă. Тимĕр туйпа вĕсене Пысăк Упакасси территори пайĕн пуçлăхĕ Виталий Романов, «Путиловка» агрофирма директорĕ Владимир Марушев тата вырăнти культура ĕçченĕсем саламланă. Хăнасем мăшăра хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ те лăпкă кун-çул, юратупа ăнлану суннă, парнепе чечек çыххи парса хисеп тунă. Чăваш юррисем шăрантарни те хаклă парне вырăннех пулнă Любовь Петровнăпа Василий Павловичшăн.
Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар. Шăпа хатĕрленĕ мĕнпур хури-шуррине пĕрле пайласа, ваттисен пил-халалне асра тытса алла-аллăн утнă кун-çул сукмакĕпе Кудрявцевсем. «Пĕр-пĕрне хисеплемелле, шанмалла, ырă шухăш-кăмăллă, малĕмĕтлĕ пулмалла. Кĕренĕве ăшра нумай тытмалла мар. Шĕтпе кулăш та йывăр самантсенче пулăшать. Пĕр-пĕрне яланах ăнланма тăрăшмалла, вара çемьере килĕшĕ те, юрату та пулать», - тет 65 çул пĕрле пурăнакан хисеплĕ мăшăр.
Кудрявцевсен çемйинче пилĕк ача çуралса ĕснĕ. Вĕсене пурне те вĕрентсе, ĕçе хăнăхтарса ĕстернĕ вĕсем. Ачисем юратнă ашшĕ-амăшне 6 мăнук парнеленĕ. Мăнукĕсем хăйсем те çемье çавăрса ача-пăчаллă пулма ĕлкĕрнĕ - 5 кĕçĕн мăнук пуррипе питĕ хĕпĕртеççĕ ватăсем. Ачасемпе мăнуксем хăйсен пархатарĕпе савăнтарни çемье юбилейне паллă тунă Василий Павловичпа Любовь Петровнăшăн питĕ пысăк телей!
Анна Михайлова
Август 2026 |
