НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çут çанталăка сыхласси - пурин тивĕçĕ те

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2025, 09:59 Просмотров: 429

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан Республикăри Аслă экономика канашĕн анлă ларăвĕнче пирĕн экологи министрĕ Эмир Бадертдинов 2030 çулчченхи экологи хăрушсăрлăхĕн программипе паллаштарнă хыççăн çуралнă шухăшсене вулакансене  уçса парас кăмăлăм канăç памарĕ мана. Экологи программин тĕп никĕсĕнче - экологи хрушсăрлăхĕн тытăмĕнче инноваци йышăнăвĕсем тума тата тăван тăрăх пахалăхне тĕпрен лайăхлатма ирттерекен пĕтĕмĕшле  тĕпчев. Вăл ентешĕмĕрсене пурăнма хăтлă лару-тăру туса пама тата çутçанталăка тĕрĕс йĕркелесе тăма май парĕ.

Сăмах та çук, юлашки 5 çула илĕпĕр çеç, çак кĕске тапхăртах Чăваш Ен çĕршыври экологи тĕлĕшĕнчен ăнăçлă ĕçлесе пыракан регион пулнине  уçăмлăнах çирĕп-летрĕ. Паян вăл Раççейĕн экологи рейтингĕнче 7-мĕш вырăнта. Хытă каяшсене тирпейлессипе тата вăрман хуçалăхĕн тухăçлăхĕ енĕпе те чи лайăх субъектсен шутĕнче.

Республикăн Экологи хăрушсăрлăхĕн стратегийĕ федерацин чылай проекчĕпе питĕ килĕшÿллĕ пулнине палăртса хăварни вырăнлă. Çав стратегипе килĕшÿллĕн çут çанталăка сыхламалли нумай мероприятие ĕçпе çирĕплетме палăртнă. Çавăн пекех хытă каяшсене тирпейлес енĕпе те курăмлă ĕçсем тума пăхнă.

Йывăç тирпейлессипе çыхăннă проект пуласлăхĕ те илĕртÿллĕ. Кунпа пĕрлех тата 113 инфратытăм проектне çул памалла. Ку енĕпе пирĕн округра та  самаях пысăк тĕллевсене ĕçпе çирĕплетмелле.

Юханшывсемпе кÿлĕсен шыв çулĕсене тасатас тĕлĕшпе тунă паха программăсене тĕллевлĕ ĕçпе çирĕплетме пăхнă. Çутçанталăка сыхлассипе çыхăннă сăваплă ĕçе тăван тăрăхра пурăнакан кашни çынах хăйĕн сумлă тÿпине хывасса шанатпăр.

Сăмах майăн каласан, пирĕн «Çĕнтерÿшĕн» хаçат иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче тăван тавралăха сыхлассине массăллă информаци хатĕрĕнче çутатас енĕпе ирттернĕ конкурссенче тăтăшах малти вырăнсене тухса пыратчĕ. Вăл  пĕрре кăна мар тивĕçлĕ органсен дипломĕсемпе грамотисене тата парнесене çĕнсе илетчĕ. Çак йăла ÿлĕмрен те хăйĕн çулне тупасса питĕ шанас килет. Пысăк тĕллевлĕ программăсене  тĕллевлĕ ĕçпе çирĕплетме шкулсенче пĕлÿ илекен  вĕренекенсем те хастаррăн хутшăнасси пĕрре те  иккĕлентермест.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译