555 çын пурăнакан Туçа ялĕнче суту-илÿ тăвакан точкăсем нумай мар. Хуçалăхра, строительствăра кирлĕ таварсем туянас тесен, район центрне е çывăхри хулана кайса çÿреме тивет пулсан, куллен кирлĕ таварсем, апат-çимĕç продукчĕсем сĕнекеннисем вара пур. Иккĕ те! Пĕри Йĕпреç райповĕн, тепри - М.И. Николаева уйрăм предпринимателĕн. Иккĕмĕшĕ пирки сăмах пуçласшăн-ха паян. Ара, ял çыннисем пĕлтернĕ тăрăх, питех те кирлĕ магазин ку, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕç-терекенскер, - мĕн кирлине йăлтах тупма пулать кунта.
Уйрăмах апат-çимĕçпе пуян вăл, кĕрпе, макарон, кондитер, çăкăр-булка изделийĕсен ассортименчĕ анлă, консервланă пулăсем, аш-какай ытлашшипех, çурма фабрикатсенчен котлечĕ те, пельменĕ те, хуран кукли те тĕрлĕреннисем пур, çителĕк-лех. Кăлпасси, сыр, тăварланă тата шăнтнă пулă тĕсĕсен шучĕ те çук.
Таçтан та кÿрсе килеççĕ таварĕсене, суйласа илмелĕхех темĕн тĕрли те вырăн тупнă сентресемпе витринăсем çинче. Япали ытлă-çитлĕ пулнăранах ĕнтĕ тата хакĕсем хытах «çыртманран» халăхĕ те татăлма пĕлмест кунтан. Чылай çул каяллах «Заходи!» ят илнĕскер, аякранах кăчăк туртать иртен-çÿренсене, кÿр-шĕллĕ ялсенчен те - Кĕлĕмкассинчен, Çирĕклĕрен, Хурамалтан, ытти çĕртен килсе çÿрекенсем те чылайăн.
Магазина тытса тăракан уйрăм предприниматель Марина Николаева хăйĕн ĕçне лайăх йĕркелесе янă. Вăл, ку енĕпе вĕренсе ятарлă пĕлÿ илнĕскер, чи малтанах ял халăхĕн кăмăлне шута илни тÿрех сисĕнет, мĕн ытларах ыйтнине пĕлсе-курсах тăрать вăл, кирлĕ тавара пĕчĕк партипе, анчах тĕрлĕреннисене кÿрсе килет, çавăнпа чылай вăхăт туянмасăр юлнă, выртса кайнипе срокĕ тухнă тавар çук сутăçă сĕтелĕ çинче, пĕтĕмпех усă курма юрăхлисем кăна.
Магазинпа юнашарах иккĕмĕш çул ĕнтĕ апатланмалли кафе ĕçлет. Темĕн тĕрлĕ ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ кунта тăрăшакан ăста поварсем. Ялти предприниматель кунта икĕ çынна валли ĕç вырăнĕ туса панă. Каласа хăвармалла, магазинта та ăна куллен тепĕр иккĕн пулăшса пыраççĕ. Килĕштерсе ĕçлет коллектив, вĕсен тĕп тивĕçĕ - уяв сĕтелĕ хатĕрлеме ыйтакансен заказĕсене туллин тата пахалăхлăн тивĕçтересси.
«Марина Ивановна хăй суйласа илнĕ профессие юратать, çынсене ырă тăвас кăмăлĕ амăшĕн кăкăр сĕчĕпех кĕнĕ пуль ăна», - теççĕ туçасем ялти предпринимателе ĕçченлĕхĕшĕн, тараватлăхĕшĕн, хăйсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсех тăнăшăн тав туса. Ара, ялта çакăн пек магазин кăна мар, кафе те пурри мĕнешкел аван! Паянхи пурнăç ыйтăвне кафе тĕпренех тивĕçтерет. Пурнăç пахалăхĕ улшăнса, лайăхланса пынă май ку заведени те çынсене питĕ кирли сисĕнсех тăрать. Ăна ăшă тĕлпулусен кĕтесĕ тесех пахалас килет паян. Ял центрне тĕпренех юсаса-çĕнетсе хула сăнĕ кĕртнĕ хыççăн çак кафе шăпах вырăнлă пулчĕ те! Çынсем халĕ паллă пулăмĕсене - туйĕсене, çуралнă кунĕсене, юбилейĕсене тăванĕсемпе пĕрле уявлама меллĕрех пултăр тесе кафесенчен пулăшу ыйтма хăнăхнă. Хуларинчен кая мар аван йĕркелесе ирттереççĕ савăнăçлă меро-приятисене ку кафере те: ĕçми-çими çителĕклĕ, апачĕсем тутлă, залĕ капăр та хăтлă.
Шел пулин те, пурнăçра савăнăçĕпе пĕрлех хуйхи-суйхи те сиксе тухать хушăран, çывăх çыннăмăрсемпе ĕмĕрлĕхех сывпуллашмалли, юлашки çула ăсатмалли хурлăхлă самантсем те пулаççĕ. Ял-йыш ыйтнипе асăну сĕтелне те тĕн йăли-йĕркипе янтăлама тивет кафере. Чăнах та, хуйха пула йывăр çухату ыратăвĕпе çунакан çыннăн апат хатĕрлесси патне алли те пымасть ĕнтĕ... Кун пек чухне, каламасăрах паллă, кафе ĕçченĕсем пулăшма пултарни мĕн тери пысăк тĕрев.
Марина Ивановна уйрăм предприниматель - ял-йышпа çывăх çыхăнура тăракан, унăн сывлăшĕпе сывлакан, хуйхи-суйхине пĕрле пайлакан çын, общество ĕçĕ-хĕлĕпе тĕлле-вĕсем уншăн нихăçан та ют пулман. Вăл чăн-чăн меценат тесен те йăнăш пулмасть. Туçара республика, район шайĕнчи культура е спорт мероприятийĕ иртет-и е ял уявĕсем пулаççĕ, участниксемпе хаклă хăнасене йышăнса сăйлассине кафе ĕçченĕсем ялан хăйсем çине илеççĕ. Юлашки çулсенче ялта çине-çинех юсав ĕçĕсемпе стройкăсем пулса иртрĕç. Ача-пăчасем вылямалли спорт площадкине хăпартса лартрĕç, культура çурчĕ çумĕнчи йĕри-тавралăхра кăтартуллă йĕркелĕхпе хăтлăх, урамри сцена турĕç. Çак ырă ĕçсенчен те пăрăнмарĕ вăл, май килнĕ таран укçа-тенкĕ уйăрса пачĕ. Ялăн социаллă инфратытăмне аталантарассине хывнă тÿпи те сумлă, пĕрлехи пухмача чи пысăк сумма шăпах унран пырса кĕнĕ.
«Эпир пĕтĕм ял çыннисен ячĕпе Марина Ивановна Николаевăна тав тăвасшăн. Унăн уçă кăмăлĕ, ăшпиллĕхĕ пирĕн чунсене ăшăтать, ырă шанчăк çуратать, - теççĕ Туçара пурăнакансем. - Вăл тăрăшнипе пирăн пурнăç пахалăхĕ тепĕр шая хăпарчĕ, унăн ырă тĕслĕхĕ ытти çамрăксене те хавхалантартăрччĕ, ялта та харпăр-хăйĕн ĕçне йĕркелеме май пуррине яш-кĕрĕм ăнланса илтĕрччĕ те вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнтăрччĕ. Яла çĕклеме пултаракан вĕреннĕ çынсем халь питĕ кирлĕ».
Çакна та хушса калас килет, уйрăм предпринимательсене, самозанятăйсене ялти бизнеса пуçласа яма тата аталантарма патшалăх та пулăшать. Тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра агростартап гранчĕпе, социаллă контрактпа усă курса малтанхи утăмсем тăваççĕ пуçаруллă та харпăр-хăйне шанса ĕçе пуçăнакансем, вĕсем хушшинче хĕрсемпе каччăсем те пулсан ял çамрăкланĕ, пирĕн илемленсех пыракан урамсем те ача сассисĕр тунсăхламĕç. Малаллах ăнтăлакансен умĕнчи çул уçăлсах пытăрччĕ.
Светлана Быкова
Август 2026 |
