НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ан сÿнтĕр сăвăçра хавхалану...

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2025, 09:32 Просмотров: 285

Галина Казакова (Блинова) сăвăçăн «Чун кĕвви» кĕнеки кун çути курнăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха. Манăн, унăн пултарулăхне хаклас тĕллевпе алла калем тытнă çыннăн, Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ, хăй чылайранпа Йĕпреç поселокĕнче пурăнсассăн та ашшĕ-амăшĕн кĕтесне тăтăшах килсе çÿрекен, кунти юрăçсемпе ташăçсене хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарсах тăракан черченкĕ кăмăллă хĕрарăм чĕрин кĕвĕлĕхĕпе хывакан хайлавсем çинчен кĕскен те пулин каласа парас килет шанчăклă туйăма вараламасăр упрама вĕренсе çитнĕ вулакансене.

Тепĕр тесен, Хумпа Пăла юханшывĕсен тăрăхĕнче Галина Николаевнăна пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл шкула пĕлÿ илме çÿренĕ чухнех хăйĕн малтанхи хăюсăр йĕркисене хут çине тирпейлĕн куçарма васканă, пурăна-киле темиçе кĕнеке кăларма та ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ халăх сумне тивĕçнĕ сăвăçăмăр. Апла-тăк, ÿсекен çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ парассине хăйĕн тĕп ĕçĕ туса хунă канăçсăр чун-чĕреллĕ хĕрарăм хĕрÿллĕн çунса тĕлкĕшекен хавхаланăвне сÿнме памасть, ăна вĕçĕмех çутатса-якатса пырса, çывăх та шанчăклă тусĕсене - вулавăша юратса çÿрекенсене - хăйĕн ытарайми талантне кăмăлтан парнелет.

«Чун кĕвви» кĕнеке мĕнпе килĕшрĕ-ха мана; Унта вырăн тупнă сăвăсенче - тăван тăрăхăн ытарайми илемĕ, кунта тĕпленнĕ çынсен киленÿллĕ ĕçĕ, юратăвĕ, туслăхпа тăванлăха упрама чĕнекен туртăм. Кĕнеке пуçламăшĕнчех Галина Казаковăна килĕштерсе вулакан çынсен ăшпиллĕ сăмахĕсене илсе кăтартни те вырăнлă.

«Поэт вăл пултăр ял-йышпа,

Унран ан пăрăнтăр нихçан та.

Поэт каланă шухăшпа

Кашни Туçа çынни йăпантăр», - çак сăмахсене халалланăччĕ хăй вăхăтĕнче кĕнеке авторне.

«Чун кĕвви» кĕнекене кĕртнĕ сăвăсенчен ытларахăшĕнче - çуралнă ялпа, унăн маттур çыннисемпе мухтанас-мăнаçланас туртăм. Çутçанталăк илемĕпе пуянлăхне сăнласа ÿкернĕ йĕркисем уйрăмах килĕшеççĕ мана. Юратăва, тус-тăванлăха упрама чĕнекен кĕске йĕркисем чылайлăха асра юлаççĕ. Ачасем кăмăллакан вĕрентекенĕн хама килĕшнĕ уйрăм сăввисене илсех кăтартам-ха: «Черченкĕ те вăйлă аннесем», «ÿкерес килет телей», «Шанчăка ан сÿнтер», «Телейпе юрату сутăнмаççĕ», «Юратăвăм», «Пурнăç хакĕ».

«Эпир васкатпăр. Вăхăт васкатать,

Хуллен кăна вăл хăйне май шăвать.

Ялан ĕçпе çеç çын пурăнаймасть,

Чун канăçне тупма пĕлес пулать», - тĕрленет Галина Казакова хăйĕн «Пунăç хакĕ» сăввинче.

«Чун кĕввинче» хальхи тăнăç мар тĕнчере лăпкăлăхпа каннăçлăх хуçалантăр тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр вут-çулăм вучахĕнче кĕрешекен çĕнĕ ĕмĕрти паттăрсем çинчен кĕвĕленĕ йĕркесем те мăнаçлăх туйăмĕ çуратаççĕ. Манăн кунта Галина Казаковăн «Иртни килмĕ» сăввине чи ăнăçлисен йышне кĕртес килет.

«Татăлнă вĕренĕ сыпăнаймĕ,

Каснă чĕлĕ çыпăçмĕ текех.

Иртнĕ кун нихçан та таврăнаймĕ,

Иртни пулмĕ, килмĕ вăл текех...»

Ăсталăх çулĕ çине тăриччен çырнă хайлавĕсемпе танлаштарсан Галина Казакова палăрмаллах туртăнни уçăмлăнах сисĕнет паян. Йĕркисем тулли те сĕтеклĕ пулса тухаççĕ, вĕсем тикĕссĕн вуланаççĕ, авторĕ хăй мĕн калассине пирĕн пекех лайăх пĕлсе тăрать мар-и? «Мĕн тери пурнăç хитре» тата «Юратсан пурнăç илемлĕ» кĕнекисем çумне çĕннисем те хушăнаççех ĕнтĕ. Эпир ял сывлăшĕпе туллин сывлакан юратнă сăвăçăмăртан тулли тĕшĕллĕ пучахсен кĕлтисене аса илтерекен сулмаклă япаласем кĕтсе тăратпăр.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан, тăван тăрăхри шкулсенче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем çак кĕнеке тăрăх конференцисем ирттерессе шанас килет. Хĕрарăм-сăвăçăмăра вара хăйĕн ăсталăхне çине тăрсах ÿстерсе пыма вăй-халпа хавхалану сунатпăр.

Галина чĕртнĕ вут сÿнмесĕрех тĕлкĕштĕр, çамрăксене çĕнĕ утăмсемпе савăнтарма иксĕлми хал-хавал кÿтĕр.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译