Иртнĕ кунсенчен пĕринче Çирĕклĕ ялĕнчи активистсем тăван тавралăхра тирпейлĕхпе йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе черетлĕ субботнике тухнă. Вĕсем кил-çуртсене çутăпа тивĕçтерекен электричество пралукĕсем çине йăтăнсах аннă йывăçсен тураттисене касса пуçтарнă, урамсенчи, астăвăм садĕнчи курăка çулнă, тиесе тухнă.
Обществăлла ĕçсенчен пăрăнса юлмасăр кашнинчех субботниксене хутшăнакансене ăшшăн тав тунă пуçару ушкăнĕ. Аслăрах çултисене уйрăммăн палăртса хăварнă. Сăмахран, 80 çултан та иртнĕ Мария Крылова хăй кăна мар, мăнукĕсене те ырă ĕçе явăçтарнă, аслисенчен тĕслĕх илсе Мария, Алеша тата Лера мăнукĕсем хавхаланса çÿп-çап пуçтарас ĕçе хутшăннă. Çулĕсене тата сывлăхĕ хавшанине пăхмасăр Николай Давыдов субботнике хăйĕн мотоблокне тапратса тухнă, çавăн пекех 8-мĕш теçетке çине пуснă Галина Ефремова та пĕрлехи ĕçсенчен нихăçан та айккине пăрăнмасть.
Ĕçсене вĕçленĕ хыççăн йĕри-тавралăхра куçа та, чуна та савăнтаракан тирпейлĕх хуçаланма пуçланă. «Мĕнешкел илемлĕ-çке пирĕн ял!» - тесе саланнă килĕсене кунта пурăнакан çынсем.
Август 2026 |
