Çанталăк, эпир курса тăнă çĕртех, ытла та хăвăрт сулăмне кĕр мăнтăрĕ еннелле тайăлтарчĕ. Сиссе те юлаймарăмăр вăхăт вырма каçалăкĕ умне çитсе тăнине. Муниципалитет округĕнчи хуçалăхсенче те уй-хирте тăрăшса çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртес ĕç пуçланчĕ. Аграри комплексне кĕрекен предприятисенче черетлĕ вахта вăй илчĕ мар-и? Ытти çулсенчи пекех, кăçалхи ĕççи те çĕнĕ паттăрсене çуратĕ, эпир вĕсене тулăх кĕр пархатарĕпе сумлă та чыслă кĕрекене лартсах чыслăпăр...
Кашни çулах, ĕççи сарăлса вăй илме тытăнсан, темшĕн-çке манăн хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, хăйсен ĕçченлĕхĕпе акара тата вырмара палăрнă мухтавлă çынсен сăнарĕсене куç умне тепĕр хут кăларса тăратас килет. Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕнтен тахçанах уйрăлса кайнă ĕнтĕ, анчах вĕсем тунă улăпла утăмĕсем чылайччен упранасса шанас килет. +авăн пек маттурсем кашни хуçалăхрах пурччĕ, хăйсен иксĕлми тăрăшулăхĕпе вĕсем район ертÿлĕхне те, ял çыннисене те тĕлĕнтерсе тăнă. Кун пек хас-тарсем çинчен çырма шутланă-шутламанах малтан Чăваш Тимешре çуралса ÿснĕ, кун-çулне тăван кĕтеспе çыхăнтарнă, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Ильич ячĕллĕ колхозра тыр-пул акнă, ăна вырса пуçтарма пуçаруллăн хутшăннă, çĕршывăн пысăк наградисене пĕрре кăна мар илнĕ Вениамин Ивашкина пайăррăн асăнса иртес килет. Чапа тухнă çĕр ĕçченĕ ентешĕсенчен уйрăлса кайнăранпа нумай вăхăт иртмен-ха. Ял-йыш ăна паян та сума суса хисеплет, унăн ятне ăшшăн та тараватлăн асăнать, «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă, хĕрÿ чун-чĕреллĕ хресченрен паянхи яш-кĕрĕме тĕслĕх илме чĕнет. Вениамин Семеновичран вĕренсе пыракансем йышлăччĕ. Хум тăрăхĕнче Ильич ячĕллĕ колхозра кăна çĕршывăн чыслă орден-медалĕсене илме тивĕçнĕ сухаçăсем вуншарăнччĕ.
Хăйсен хастарлăхĕпе, хавхаланăвĕпе, пуçарусем тăвассипе палăрнă сухаçăсем Ленин ячĕллĕ колхозра та чылайччĕ. Михаил Чаквин комбайнер, Петр Хураськин, Сергей Дмитриев сухаçăсем çулсеренех тупăшура мала тухса, хисеплĕ ятсене, сумлă парнесене тивĕçетчĕç.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчен 3 орденпа 10 çар медалĕ çакса таврăннă Василий Егоров вара «Хĕрлĕ ялав» орденĕ çумне ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне çакма чыс çĕнсе илнĕччĕ.
Ака-сухара ырми-канми тăрăшнă маттур сухаçăсем çинчен пуçланнă калаçура Иванпа Василий Прокопьевсен (Ирçе +армăс), Михаил Авдеев ячĕсене кĕртсе хăвармасăр иртни çылăх пулĕччĕ. Вĕсем «Новая сила» колхоз хăвачĕпе экономикине çĕклессине хăйсен таса тивĕçĕ туса хунăччĕ. Халĕ çак тăрăхра хăйĕн ÿсĕмĕсене ÿстерсех пыракан «Заря» агрофирма ĕçтешĕсем паян вĕсенчен ырă тĕслĕх илнине мĕншĕн палăртса хăварас мар; Асăннă хуçалăхăн ыранхи кунĕ - иртнĕ кун çутине тĕксĕмлетме памасăр çуталтаракан çамрăк йыш аллинче.
Çĕнĕ саманари уй-хирсенче паян çĕкленÿллĕ пурнăç тымар янă. Çĕнĕ ĕмĕрĕн çĕнĕ çыннисем тытса пыракан техника та кăткăс хальхи тапхăрта. Вĕсене ăнăçлă ĕçлеттерекенсем те - эпир çÿлерех асăнса иртнĕ çынсен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем. Вĕсем тĕлĕн-мелле техникăна «итлеттерме» вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ. Никамран пулăшу илмесĕрех сухалаççĕ, акаççĕ, выраççĕ. Ял-йыш шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçласси вĕ-семшĕн чăн-чăн тĕрĕслев пулса тăнă.
Апла пулсан, иртнĕ кунăн çути çук тесе калаймăпăр. Пур вăл, пур иртнĕ кунăн халавлă çути, ăна чун-чĕрере тытса, ырлăха аталантарса-хушса пырсан, эпир ÿлĕм-рен те пысăк ăнăçупа вăй хурасси кама иккĕлентерĕ-ха? Никама та.
Кăçал Йĕпреç тăрăхĕнчи тырпул çитĕнтерекенсем самаях курăмлă ĕçлени куç-кĕретех. Кĕр тыррисем те, çурхи культурăсем те пур çĕрте те тенĕ пекех ăнăçлă тухăç пама шантараççĕ. Тулăх кĕр пархатарĕ çĕр çыннисене чаплă мул-тивлетпе савăнтарасса кĕтсех тăратпăр...
Геннадий Кузнецов
Август 2026 |
