Липовкăра пурăнакан Екатерина Ивановна Андреева Таса Турă Амăшĕн Успени кунхине çут тĕнчене килнĕ. Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăл 90 çул тултарнă.
Екатерина Ивановна çулне кура мар йăрă. ăшă кăмăллă та тарават. Кичемлĕхе пĕрре те туймасть. пурнăçпа савăнса пурăнать. Ачисен. мăнукĕсен. тăванĕсен тимлĕхĕпе юратăвĕ ăна çирĕп вăй-хал парса пыраççĕ. Тăхăр теçетке тултарнă хаклă çыннине чи малтан саламласа ытама илекенĕсем вĕсем пулнă. паллах.
Сумлă юбилейпе Екатерина Ивановнăна Ирçе Çармăс территори пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кураков ăшшăн саламланă. татах та нумай пурăнма çирĕп сывлăх суннă. Тăван ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн. тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тунă.
Леонид Николаевич юбиляра Йĕпреç округĕн администраци пуçлăхĕн Игорь Семеновăн ятран çырнă саламне. чечек çыххи тата асăнмалăх парне панă. Культура ĕçченĕсем те Екатерина Ивановнăна сумлă уявпа саламланă. çепĕç юрăсем парнеленĕ. Кинеми хăйне манманшăн хăнасене чĕререн тав тунă.
Анна Михайлова
Август 2026 |
