ВТБ банк менеджерĕ Михаил Осипов тивĕçлĕ канури арçынна ултавçăсене 7 миллион тенкĕ куçарса парасран çăлнă.
Ĕç-пуç çапла пулнă. Ватă арçын банка пырса пухнă укçине йăлтах, процентсем çухалнине пăхмасăр, илесшĕн пулнă. Хăй питĕ пăлханнă. Менеджер сисчĕвленнĕ, пĕр иккĕленмесĕр полици чĕннĕ.
Кайран çакă паллă пулнă: ватă арçын çĕрĕпе «ятарлă службăсен» ĕçченĕсемпе калаçнă-мĕн. Лешсем унăн укçи хăрушлăхра пулнине, ăна часрах «хăрушсăр счет» çине куçармаллине ĕнентернĕ. Михаил Осипова шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Языковăн Тав хучĕпе чысланă.
Август 2026 |
