НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Йĕрке хуралçисене» ĕненнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.09.2025, 09:05 Просмотров: 1105

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 90-ри кинемей ултавçăсене 1 млн тенкĕ парас тесе Хусана таксипе кайнă.

Ун патне стационар телефонĕ çине «çыхăну компанийĕн ĕçченĕ» шăнкăравланă, абонент тÿлевне пĕчĕклетме тесе паспорт номерĕсене ыйтса илнĕ. Кайран кинемей патне «йĕрке хуралçи» шăнкăравланă, вăл вара унăн укçине такам ют çĕршыва куçарма пултарнине пĕлтернĕ, счетне тĕрĕслеме хушнă.

Кинемей банка кайса 1 млн тенке счет çинчен илнĕ. Ывăлне тата банк ĕçченĕсене çак укçа ăна хăйĕн тăванĕсене пулăшма кирлĕ тесе  ĕнентернĕ. Ывăлĕ сисмен самантра ватă хĕрарăм ултавçăсем чĕнсе панă такси çине тухса ларнă та Хусан хулине вĕçтернĕ. Кунта ăна кĕтсе тăракансем пулнă. Код сăмахне каланă арçынна çак укçана вăл пĕр сăмахсăр тыттарса янă. Çĕнĕ Шупашкара кинемей таксипех таврăннă...

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译