Шупашкарта пурăнакан 73-ри хĕрарăм инвестици платформине укçа хывса пуяс тенĕ.
Пĕлтерĕве вăл интернетра асăрханă. Хăйĕнпе çыхăннă консультант сĕннипе «бизнес-проекта» хăй пухса пынă 300 пин тенке хывнă.
Укçа процентпа таврăнманнине кура вăл хăйне улталанине ăнланса илнĕ те полицирен пулăшу ыйтнă. Пăтăрмах тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Август 2026 |
