Чăваш халăхĕн юрри-кĕввине пĕтме парас мар, ырă йăла-йĕркене сцена çинче çеç мар, кулленхи пурнăçра курмалла пултăр тесе культура ĕçченĕсем, фольклор ушкăнĕсем нумай вăй хураççĕ. Ун пек коллективсем Йĕпреç тăрăхĕнче темиçе те. Паянхи сăмах «Эревет» ушкăн çинчен пырĕ.
«Эревет» ушкăна тăван тăрăхра лайăх пĕлеççĕ. Районти пысăк уявсем вĕсем хутшăнмасăр иртмеççĕ. Республикăри, Раççейри, тĕнче шайĕнчи конкурссемпе фестивальсене тăтăшах хутшăнать «Эревет». Миçе тĕрлĕ хулана, облаçе çитмен-ши вĕсем; Яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ пултарулăх ушкăнне.
Чăваш Тимеш культура çурчĕ çумĕнче 1996 çулта йĕркеленнĕ «Эревет» ансамбль паян та пуян репертуарĕпе - хăна, ĕçкĕ, туй такмакĕсемпе, йăла-йĕрке, вăйă юррисемпе савăнтарсах тăрать куракансене. Пултаруллă коллектив районта кăна мар, регионти, пĕтĕм Раççейри тата тĕнче шайĕнчи фестивальсемпе конкурссене те тăтăшах хутшăнать. Халăх коллективĕ ята 2004 çулта тивĕçнĕ ушкăна Чăваш культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Федулов ăста купăсçă 2008 çултанпа ертсе пырать.
Нумай пулмасть «Эревет» ансамбль Муром хулинче иртекен «Муром çулĕ çинче» («На Муромской дорожке») регионсем хушшинчи халăх юррисен фестивальне хутшăнса лауреат дипломне тивĕçнĕ. Тăван тăрăха пысăк хавхаланупа, хаваслă кăмăлпа таврăннă юрăçсем хăйсем курни-илтни пирки каласа пачĕç.
«Питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç пире Муром çĕрĕ çинче. Эпир чăваш йăли-йĕркине пăхăнса, паллах, пушă алăпа каймарăмăр - çавра çăкăр пирĕнтен кучченеç пулчĕ.
Фестивале питĕ нумай пултарулăх коллективĕ хутшăнчĕ, кашнин программи пуян, тем тĕрлĕ халăх та çитнĕ. Шел пулин те, нумай çын хушшинче чăвашсене курмарăмăр. Эпир ку фестивале унччен те хутшăннă, хальхипе тăваттăмĕш хут кайрăмăр. Ытти çул ентешсене тĕл пулаканччĕ...
Фестивале пысăк шайра йĕркеленĕ. Кашни коллектива сцена çинче «хуçаланма» 20 минут пачĕç. Эпир пурĕ ултă юрă юрларăмăр. Зал лăк тулли пулчĕ. Куракансем хаваспах итлерĕç пире, хыттăн алă çупса хавхалантарчĕç.
Кулăшла самант та пулчĕ пирĕнпе. Хамăр программăна вĕçлесен пирĕн хыççăн пĕр пике çÿренине асăрхарăмăр. +ывăха пырса тумсене сăнать, тĕрĕсене тĕпчет, фотоаппарат çине ÿкерет. «Кам-ши ку;» _ тетпĕр. Пĕри те палламастпăр. Кайран пырса калаçрĕ. Эпир ăçтан пулнипе интересленчĕ. Калаçса кайрăмăр та, «Муромсий край» хаçат корреспонденчĕ иккен. Ăна чăваш юррисем, пирĕн тумсем кăмăла кайнă тет. Хăйсен хаçачĕ çинче пирĕн пирки çырма шантарчĕ.
Фестивале çитсе килме пулăшнăшăн Мария Зиновьевна Ильинана тата Андрей Николаевич Петрова чĕререн тав тăватпăр.
Муром хулинчи паллă вырăнсенче те пултăмăр. Питĕ илемлĕ, историпе пуян хула. +ыннисем те ырă кăмăллă. +ак хулана татах та çĕнĕ концерт программипе таврăнма май пуласса шанатпăр».
«Эревет» ансамбль ушкăнне тивĕçлĕ наградăпа саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Анна Михайлова
Август 2026 |
