Йĕпреç муниципалитет округĕнче çулсене кирлĕ шая çитерес тĕллевпе хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Çак эрнере Хурамал - Хумри Ишек автоçула юсама тытăнчĕç.
Ку ĕçе çул инфраструктурине юсас программăпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртеççĕ. Юсав ĕçĕсене «Эльбрус» организаци тума йышăннă. 897 м çул лаптăкне юсама бюджетран 5,0 млн тенкĕ укçа уйăрнă, çак сумма çулăн арканнă çиелти сийне асфальт сарса çĕнетме çитĕ.
Йĕпреç округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов юсав ĕçĕсене сăнасах тăрать. Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕ валли ĕçсене вĕçлеме шантараççĕ.
х х х
Пучинкепе Çирĕклĕне çыхăнтаракан çул çинче те япăх вырăнсем автомашинăпа çÿреме самаях чăрмав кÿретчĕç. Ку çула та юсама пикеннĕ. Юсав ĕçĕсене ООО «Эльбрус» организациех пурнăçлать. Кĕçех Пучинкери Ворошилов урамĕнчи 830 м тата Çирĕклĕ ялне кĕмелли 273 м çул лаптăкĕсем те çĕнелсе якалĕç.
Август 2026 |
