«Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче Кăмпа фестивалĕ иртĕ. Ăна йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ăна кăçалхипе 12-мĕш хут ирттерĕç.
Фестивале хутшăнакансене юрă-ташă, куравсемпе конкурссем, ярмăркка кĕтет. Çавăн пекех унта кăмпаран хатĕрленĕ тĕрлĕ апатпа сăйланма май пулĕ.
Фестиваль авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче пулать, 11 сехетре пуçланать.
Август 2026 |
