Чăваш Енре пилотсăр вĕçекен аппарат тапăннине сăн тата видео ÿкерме чарĕç. Ку йышăнăва оперштаб ларăвĕнче тунă.
Инкеклĕ лару-тăру министерстви ăнлантарнă тăрăх, беспилотник тапăннине, ăна персе антарнине, вăл ÿксен мĕн пулнине сăн тата видео ÿкерме, ÿкернине тĕнчен тетелне кăларма юрамасть. Çакна информаци тăшман патне ан çиттĕр тесе тăваççĕ.
Йĕркене пăсакансене административлă майпа явап тыттарĕç. Чи пысăк штраф виçи 300 пин тенкĕпе танлашать.
Август 2026 |
