Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн паян Йĕпреçри тĕп сыватмăш тухтăрĕсем Чăваш Тимеш салинче пулчĕç. 4 сехет хушшинче медицина ĕçченĕсемпе 120 çын тĕл пулма ĕлкĕрчĕ.
«Питĕ аван-çке капла – килтен тухсанах пульницăна çакланма пулать, аякка каймасăрах кирлĕ специалистсемпе тĕл пултăмăр, направленисем илекенсем те пулчĕç», - савăннине пытармаççĕ чăваштимешсем.
Чăннипех те, ялтан тухмасăрах юн пусăмне, юнри холестерин тата сахăр шайне виçме, тĕрлĕ тухтăрсем патне çакланма, кирлĕ консультаци илме, чĕре таппине тĕрĕслеме май пулчĕ паян. Сывлăха мĕнле упрамалли çинчен те кирлĕ канашсем пачĕç.
+акăн пек халăха кирлĕ проект пуçарса янăшăн республика ертÿçисене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Сывлăх еннелле утăм хыççăн утăм тусан чăваш нацин пурнăç шайĕ ÿсессе шансах тăратпăр
Лариса Хуснетдинова,
округри депутатсен пухăвĕн депутачĕ
Август 2026 |
