НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

АХАХ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.08.2025, 10:01 Просмотров: 1472

Туçа ялĕн фольклор

коллективне

Чăваш юрри ялан янратăр,

Чăваш юрри вăл – чун уççи!

«Аки-сухи» тăнра шăрантăр,

Ан çак унта эс çăраççи.

Мускав та Питĕр алă çупнă

Туçан хастарлă ушкăнне.

Нумайăшĕ телей те тупнă,

«Ахах» – аннеçĕм вырăнне.

Çур ĕмĕр халăхпа утатăн,

Пăлхантаран, савăнтаран,

Юррупала эс чан çапатăн,

Чĕлхемĕре чунтан упран.

«Ахах» – чăвашăн чиперукĕ,

Салам яратпăр чунтанах.

Сăмахлăхăн ăста мăнукĕ

Нихçан ахлатмăн эс: ах, ах!

«Ахах» ялан хитре сăнпа та,

«Ахах» ăспа та вăл малта.

«Ахахăм»!  Калăп çавăнпа та,

Эс кашнин чĕринче, шалта!

Анатолий Абрамов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译