НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Агроклассене ятарлă оборудованипе тивĕçтересшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 08.08.2025, 09:50 Просмотров: 260

Чăваш Енри агропромышленность комплексĕн пулас кадрĕсене вĕрентсе хатĕрлеме пулăшу парасси вăй илсех пырать.

«АПК кадрĕсем» федераллă проектпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи Ялхуçалăх министерстви шкулсенче агроклассем пур тата çĕнĕ агрокласс уçма хатĕрленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенийĕсене агротехнологи оборудованийĕсем туянса тăкакланнă укçана каялла тавăрса парас тĕллевлĕ. Çавна май тăкаксене тавăрас текен шкулсен халĕ çине тăрсах документсем харĕрлемелле: заявка тăратмалла. Заявкăсене çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Агротехника класĕ йĕркелекен инвесторсене  кирлĕ оборудовани туянса тăкакланнă укçан 90 процентне саплаштарма палăртаççĕ. Кăçал валли йышăннă планпа республикăри 7 агрокласа оборудованисемпе тивĕçтересшĕн.

Юлашкинчен çакна та каласа хăвармалла: пулас фермерсене, ялта хăйсен ĕçне уçакансене çитĕнтересси шăпах çак классенчен пуçланать те.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译