Нумай пулмасть, утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш Енĕн Ялхуçалăх министерстви ялхуçалăхĕнче тимлекен производство кооперативĕсене хăйсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме пулăшас тĕллевпе пама палăртнă грант укçине илес текенсенчен заявкăсем йышăнма пуçланă.
Заявкăсене министерствăна çурла уйăхĕн 21-мĕшĕччен тăратмалла. Ку гранта тивĕçес текен кооперативсен ертÿçисен çакна пĕлмелле: проекта хатĕрленĕ чухне харпăр-хăйĕн укçине мĕн чухлĕ хывассине палăртса хăвармалла. Енчен те проект конкурс комиссийĕн тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухсан, грант шутĕнчен тăкака саплаштарма паракан укçа виçи 20 процентран кая мар пулать. Кун çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен, патшалăх енчен финанс пулăшăвĕсем памалли мерăсене çутатакан портала кĕмелле.
Август 2026 |
