НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Субсиди ытларах уйăрса парĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 08.08.2025, 09:42 Просмотров: 264

Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕ иртнĕ ларура аграрисене мăйракаллă шултра выльăхсене 2 çула çитиччен çитĕнтерме тата самăртма пулăшмалли майсене анлăлатас тĕллевпе тунă йышăну проектне çирĕплетнĕ.

Аса илтерер, пирĕн регионта мăйракаллă шултра выльăх тытакан фермерсене субсиди памалли программăна 2023 çулта пурнăçа кĕртме тытăннăччĕ. Ку пулăшу мери ялта аш-какайпа ытти продуктсем туса илекенсемшĕн пысăк тĕрев пулнине кăтартса панă ун чухне. Çавăнпа ЧР ялхуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен ĕçĕ тăкаклă тата çав вăхăтрах отраслĕн çак енне аталантарни çĕршыва продовольстви сувернитечĕпе тивĕçтерессинче питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе ку программăна кăçал çĕнĕрен çул пама йышăннă.

Халĕ вăя кĕрекен çĕнĕ правилăсемпе килĕшÿллĕн, Чăваш Енре регистрациленнĕ, субсиди илес тĕллевлĕ фермерсен умĕнче çĕнĕ майсем уçăлаççĕ. Вĕсем хăйсем туса илекен ĕне выльăх какайне хамăр республика территорийĕнче кăна мар, Раççейĕн ытти регионĕсенчи суту-илÿ площадкисенче те çулталăк вĕçленичченех сутма пултараççĕ.

Программăна пурнăçа кĕртме, йышăнура палăртнипе килĕшÿллĕн, 2025 çулта пĕтĕмпе 44,7 млн тенкĕ уйăраççĕ. Кăçал ку таранччен ялхуçалăхĕнче тăрăшакан виçĕ производитель 4,6 млн тенкĕ чухлĕ субсиди илме ĕлкĕрнĕ, çакă вĕсене 232 тонна мăйракаллă шултра выльăх какайĕ туса илме май панă.  Юлнă суммăна 62 предприяти хушшинче пайлама палăртаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译