НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пăтăрмахсем

Категория: Публикации Опубликовано: 04.08.2025, 09:06 Просмотров: 918

Ача çуратмасăрах амăшĕн капиталне илнĕ

Чăваш Енри нумай ачаллă пĕр хĕрарăма ача çуратни пирки суя справка туса Амăшĕн капиталне илнĕшĕн явап тыттарĕç.

Çакă паллă: 2019 çулхи ака уйăхĕнче 35-ри хĕрарăм Пермь хулинче ача çуратнă тесе суя справка тутарнă. Кун хыççăн çуралнине ĕнентерекен свидетельство туса 450 пин ытла тенкĕ амăшĕн капиталне илнĕ.

Документсем тăрăх хĕрарăмăн 4 ача пулмалла пулнă. Анчах чăннипе унăн виçĕ ача кăна: 2000: 2001 тата 2004 çулсенче çуралнăскерсем. Вĕсемшĕн вăл Амăшĕн капиталне илеймен, мĕншĕн тесен ку пулăшăва  2007 çулта кăна пама тытăннă.

Пушарта каллех çын пурнăçĕ татăлнă

Улатăр округĕнче 37 çулти арçын пушарта вилнĕ. Ку инкек утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче çĕрле Киря поселокĕнчи Пушкин урамĕнче пулса иртнĕ.

Çăлавçăсем 126 тăваткал метр лаптăк çинче алхаснă пушара сÿнтерсен 37 çулти арçын виллине тупнă.

Палăртса хăварар: çулталăк пуçланнăранпа республикăра 803 хутчен пушар тухнă. Вĕсенче 31 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 42 çын суранланнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译