НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăван кĕтес аталанăвĕшĕн - пĕрлехи вăйпа

Категория: Публикации Опубликовано: 25.07.2025, 10:09 Просмотров: 300

Çĕр-аннемĕр туртăмĕ

Йĕпреç енре ялхуçалăх отрасльне аталантарма питех те меллĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме симĕс курăклă çарансем те, вĕсене хĕл каçармалăх утă, силоспа сенаж хатерлеме тата тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене акса-туса илме пулăхлă çĕрсем те çителĕклех.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем çитиччен пирĕн районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем ăнăçлă аталанса пыратчĕç, анчах Совет Союзĕ арканнă хыççăн, çакна пурте астăватпăр-ха, ура çинче çирĕппĕн тăнă колхозсем те майĕпенех салананчĕç. Пĕтĕм çĕршыври пекех пирĕн районта та çавнашкал лару-тăру пулса тăчĕ - колхозсем çурăк вăлашка умĕнче, çĕрсем хуçасăр тăрса юлчĕç. Эйпеçпе Вăтаеле пĕрлештерекен Калинин ячĕллĕ хуçалăха та çав шăпа кĕтрĕ. Унччен колхоз сĕт-çу тата сысна фермисен проихводство кăтартăвĕсемпе, уй-хирте туса илнĕ тырă тухăçĕпе мăнаçлама, районти ăмăртура пĕр хутчен çеç мар çĕнтерме пултарнă пулсан, ХХ ĕмĕрĕн юлашки вунăçуллăхĕнче хуçалăх пĕтмеллипех пĕтсе ларнăччĕ.

 Колхозра ĕçлесе пурăннă çынсем, пурнăç çавăн пек хăвăрт тÿнтерле çаврăнса ÿкессе пачах кĕтменскерсем, хăйсене сĕм вăрманта çухалса кайнă пекех шиклĕ туятчĕç, ăçта ĕç шырамалли, çемьене мĕнпе тăрантармалли çинчен шухăшласа таçта та çитме хатĕрччĕ. Чылайăшĕ ун чухне кил-йышне хăварса Мускавалла, Хусаналла тата ытти хуласене çул тытрĕ. Чăнах та, çав çулсенче никама та çăмăл пулман, çавах тÿснĕ.

 Ыр та, йывăр, пăлхавлă тапхăр çинчен иртнĕ вăхăтпа кăна аса илетпĕр халь. +ĕршыв правительстви экономикăна ÿсĕмсен çулĕ çине кăларма пултарчĕ-пултарчех. Рынок экономикин çĕнĕ варкăшĕ çынсене çĕнĕлле шухăшламалли, харпăр-хăйĕн ĕçне уçса малалла аталанмалли майсем туса пачĕ. Çавăнтанпа Эйпеçпе Вăтаел тăрăхĕнче те ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Пирĕн енчи çĕрсене «Пионер» агрофирма илсе пусăçаврăнăшне кĕртнĕ, çавăн пекех нумай участоксене ял халăхне валеçсе панă. 

Хресчен ĕçĕ яланах хакра

Ĕмерсем улшăнаççĕ, çĕр-аннемĕр çине пăхасси вара çаплипех юлать. Епле юратмăн-ха ăна! Вăл пире илемĕпе тыткăнлать кăна мар, çăкăр çитерет тата экологи тĕлĕшĕнчен таса та паха продукци туса илмелли тĕп ресурс шутланать. Хальхи саманара чи кирли çакă-çке!

Çамрăкранах çĕр ĕçĕпе пурăннă çынсене çак хăнăхăва пăрахма, тăван çĕр туртăмĕнчен уйрăлма йывăр. Асаттесемпе аттесем ака-суха туса пурăннă çĕр асамлăхпа хăй патнех йыхăрать тейĕн, çакна ялти фермерсемпе калаçса-хутшăнса тăнăран та лайăх пĕлетĕп. Тата çĕр ĕçлекене обществăра  пĕтĕм çĕршывăмăра тăрантараканĕ тесе хисеплеççĕ, çавăнпа хресчен ĕçĕ нихăçан та хакран тухмасть. +ак чăнлăха чĕре варрине илнĕ çынсем чи кирлине  - тырпул тата ытти ялхуçалăх продукчĕсене туса илессине хăйсем çине илчĕç. Сахал мар çул усă курмасăр выртнă çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртме мĕн тери йывăр пулнине пăхмасăр харпăрлăха илсе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем туса хучĕç. Фермерсен йышне çырăннисем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çĕр ĕçлеме техника, кăкармалли агрегатсем, минерал удобренийĕсем тата ыт. те туянчĕç. Çемье фермисенче йышлă выльăх тытма, уйри çĕрĕсем çинче пахалăхлă вăрлăхсенчен тырă çитĕнтерме пуçларĕç. Çĕр ĕçченĕсем пуринчен те лайăх пĕлеççĕ сĕтел çине çăкăр-тăвар тата ытти апат-çимĕç мĕнле тертпе, тăварлă тарпа килнине. Вĕсемшĕн канмалли кун та, уяв та çук, ывăнма пĕлмен аллисенче ялан ĕç вĕресе тăрать. Тăван çĕр туртăмне чун-чĕрепе туйса ун çинче ĕçлекенсем, ял-йышран уйрăлмасăр хамăр кĕтес аталанăвне сумлă тÿпе хывакансем çинчен тĕплĕнрех каласа парассăм килет паян.

«Ял хăвачĕ - фермерсенче»

тенипе килĕшетĕп эпĕ. Эйпеç территори пайĕн пуçлăхĕ пулнă май, çакна пит аван куратăп, пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн кирек епле пысăк е пĕчĕк ĕç пуçласан та, пĕччен-иккĕн тăваймăн - çынсем кирлĕ! Кала кăна, ялта харпăр-хăй ĕçне пуçарнă уйрăм предпринимательсем хушшинчен чи активлисем пуринчен малтан вĕçтерсе çитеççĕ, вĕсене хушма та кирлĕ мар тепĕр чухне - мĕн тумаллине тÿрех ăнланса илеççĕ. Акă Борис Федоровпа мăшăрĕ хăйсен бизнесне патшалăхран илнĕ пулăшупа - грант укçипе - ăнăçлăрах аталантарса янă май, хамăр яла хăтлăх, тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă ĕçсене активлă хутшăнаççĕ. Субботниксене Борис хăйĕн техникипе тухать. Урамсенчен, масарсем çинчен хăрнă йывăçсене касса-тиесе тухмалла-и е çÿп-çапа, кивĕ курăка çулса пуçтармалла, яланах погрузчиклĕ такторĕпе прицеп кăкарса килет те çынсен ĕçне самай çăмăллатать.

Борис хушма хуçалăхĕсĕр пуçне тата вăрманпа ĕçлет, йывăçран чус-хăма çурассипе, пÿрт, мунча пурисем, строительство хатĕр-хĕтĕрсем туса кăларассипе тăрмашать. Кĕлĕмкассинчи базинче куллен ĕç шавĕ илтĕнсе тăрать, вăл темиçе çынна та ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Стройматериал кирлипе пулăшу ыйтакансем нумай, пурин кăмăлне те тивĕçтересси тахçанах ĕнтĕ уншăн пурнăç принципĕ пулса тăнă.  Ĕçчен, хастар кăна мар, шанчăклă та тÿрĕ кăмăллă çын вăл, алли ылтăн, пур ĕç майне те пĕлет. +улла урамсенчи путăк-ланкашкасене тикĕслесе якатмала-и е хĕлле юр тасатса çул уçмалла - унпа тунă договорпа килĕшÿллĕн çак ĕçсене аса илтермесĕрех тĕплĕн, пахалăхлă пурнăçлать,

Тепĕр тĕслĕх илсе кăтартам-ха. Республикăри пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнса эпир поселени инфратытăмне аталантарассипе, обществăлла вырăнсене хăтлăх кĕртессипе çыхăннă чылай проекта реализацилерĕмĕр. Иртнĕ çул ял халăхĕпе пĕр тĕллевлĕ пулса, масарсем çинче пурнăçран уйрăлса кайнисемпе сывпуллашмалли хуралтă пек пĕчĕк çуртсем лартас тенĕччĕ. Борис ку ыйтăва татса панă чухне те ыркăмăллăх кăтартрĕ. «Сăваплă вырăнта çирĕп, чылай çын кĕрсе тухмалăх пÿртсем пулччăр», - тесе, хăй тăкака юлнине пăхмасăр, чи пысăк пурисене килсе лартса пачĕ. +уртсем çиччасра хăпарса ларчĕç, халăх питĕ кăмăллă юлчĕ.

Ытти çĕрти пекех, пирĕн енче те сиенлĕ пултăран курăкĕ ашкăрать. Унпа кĕрешмелли плана палăртнă_ха, имçамĕ те, хатĕрĕсем те пур, анчах ĕçне тума тытăнсан такама хушмалла - никамăн та вăхăт çук. Борис Федоров вара пĕр сăмахсăрах килĕшет. Пуçаруллă пулнăшăнах, панă сăмаха яланах ĕçпе çи-рĕплетншĕнех ĕнтĕ ăна хисеплесе ял халăхĕ муниципалитет депутатне суйланă. Мăшăрĕ те, ачисем те активлă, спортра та маттур.

Ĕçчен çемьесем - ырă тĕслĕх

Хресчен (фермер) хуçалăхне кал-кал аталантарса пыракан, общество пурнăçне пуçаруллă хутшăнакан тепĕр ĕçчен пирки те ырăпа аса илесшĕн. Ку вăл - Николай Ястребов. Йышлă çемйине явăçтарса вăл  ферминче 90-а яхăн пуç ĕне, вăкăр, пăру тытать. Уйри çĕр лаптăкĕсем çинче тырă акаççĕ, выльăхсем валли нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Вăл та патшалăх паракан пулăшупа усă курса хуçалăхне тĕреклетме пултарчĕ, тракторĕ-комбайнĕ те пур.

Утçи пуçлансан, Ястребовсем пĕтĕм техникине уя илсе тухаççĕ, ывăлĕсем виççĕшĕ те хурçă утсене итлеттерме пĕлеççĕ, çĕр ĕçĕнчен нихăçан та пăрăнмаççĕ. Утă çуласси, тавăрасси, типсе çитсен тÿксем тăвасси, ферма патне турттарса управа хурасси - йăлт вĕсем çинче, темелле. Маттур пăхаттирсемшĕн ку пĕрре те йывăр мар, ара, ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ, спортпа туслаштарнă. Уйрăмах хоккейла, футболла выляма маçтăр пĕртăвансем. Ялти çамрăксен «АйбеВуд» команди округра кăна мар, республика шайĕнчи тупăшусенче те тăтăшах çĕнтерме пултарнинче Николайпа Надежда Ястребовсен маттур ывăлĕсен тÿпи уйрăмах пысăк тесшĕн.

Палăртас килет, командăна ăмăртусене илсе çÿресси спонсорсен пулăшăвĕсĕр пулмасть. Тĕрев параканĕсем те ялти фермерсемпе предпринимательсем хушшинченех. Вĕсемех хамăр патра культура, спорт  мероприятийĕсем ирттернĕ чухне те призсемпе парнесем илме укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Сăмаха спорт çине куçартăмăр пулсан, кунта çакна палăртмалла, пирĕн тăрăхра ача-пăчапа çамрăксене валли спортăн тĕрлĕ енĕпе хăнăхусем илсе хул-çурăма, сывлăха çирĕплетмелли майсем туса панă. Шкулти спортзалра тата çĕнĕ площадкăра вылянисĕр пуçне ачасем тренажерсем çинче хăйсен вăй-халне туптаççĕ, Кунсăр пуçне футболла, хоккейла вылямалли ятарлă площадкăсем пур. Спорта аталантармалли условисене тунă чухне те ялта хăйсен ĕçĕсене пуçарса янă уйрăм предпринимательсемпе фермерсен пулăшăвĕпе самаях усă курнă эпир.

Фермерсен  ретĕнче чылай çул тăнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе палăрнă Таисия тата Юрий Ершовсен кил-йышне илер-ха тата. Пĕр тĕллевлĕн, туслăн вăй хурса хушма хуçалăхне тĕреклетсех, мăйракаллă шултра выльăхсен шутне ÿстерсех пычĕç. Халĕ ашшĕ-амăшĕн ĕçне ывăлĕ Владислав малалла тăсать, килти чĕрчунсене ачаран юратса пăхса çитĕннĕрен хресчен ĕçĕ килĕшерех парать ăна. 

Ялсен сăнĕ çĕнелет, пулăшу вăйланать

Çавăн пек ÿркенмен, ырă кăмăллă та пуçаруллă çынсем пуррипе, пĕрлехи вăйпа тăрăшнипе çĕнĕ сăн кĕрсех пырать пирĕн ялсене. Çĕкленеççĕ капмар çуртсем, çулсемпе тротуарсем хывăнаççĕ, йывăç-тĕмсем ытларах лартнипе урамсем симĕс тĕс илеççĕ  обществăлла вырăнсенче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланаççĕ, садсенче пан улми йывăççисем çимĕçĕсене йăтайми лараççĕ, тĕрлĕ тĕспе ешерекен чечек клумбисем, пÿрт умĕнчи  пахчасем илĕртÿллĕн курăнаççĕ. Уйрăм кил-çуртсенче пурăнакансем тăваççĕ çак илеме! Ку енĕпе  культура ĕçченĕсем  маттур, ÿркенмеççĕ, клуб умĕ çулсеренех хитре чечексен ăшне путать.

Эйпеçпе Вăтаел - район центрĕнчен аякра вырнаçнă пысăк ялсем, çавăнпа хамăр патрах суту-илÿ точкисем, пулăшу ĕçĕсем кÿрекенсем нумай пулни пуриншĕн те аван, меллĕ. Георгий Питимиров уйрăм предприниматель, акă, ял халăхне апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтерет. Унăн магазинĕ таварпа яланах пуян. Хăй вара СВОри ентешсене валли гуманитари пулăшăвĕ пухма та, хÿтлĕх каррисем çыхакан хĕрарăмсене материалсем кÿрсе пама та вăхăтне тупать.

Пĕтĕмлетсе каласан, çĕршывăн патшалăх интересĕсене Украинăра пыракан ятарлă çар операцийĕнче  хÿтĕлекенсене тылран пулăшсах тăрасси çирĕп йĕркене кĕчĕ пирĕн тăрăхра. +акăнта çуралса ÿснĕ, халĕ урăх çĕрте ĕçлесе пурăнакансен пулăшăвĕ те аванах сисĕнет. Хăйсен строительстăпа çыхăнтарнă бизнесне Мускавра ăнăçлă йĕркелесе янă ентешсем Александр Железин тата Денис Ильин СВОри салтаксем валли мĕн кирлине туянма тата унта çитерсе пама тăтăшах укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Çакăн пек пултаруллă та ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ те талпăнуллă, ырă тата йывăрлăхсенчен хăраман  ентешсем пуррипе эпир вăйлă.

Владислав Прохоров,

Эйпеç территори пайĕн пуçлăхĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译