Каçал тăрăхĕнчи Кивĕ Сĕнтĕр - аваллăхра никĕсленнĕ ялсенчен пĕри. Вăл, çулçырав çирĕплетнĕ тăрăх, ХV ĕмĕрте пуçланса кайнă-мĕнĕ ĕлĕк-авалтанах тĕлĕнтермĕш çак кĕтесре çĕр-аннемĕре юратакан, унăн пурлăхне ÿстерессишĕн хыпăнса ĕçлекен çынсем пурăннă иккен. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче вара ку ялта та пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркеленнĕ пулнă. Паян вулакансене паллаштарма тĕллев тытнă Валентина Витальевнăн ашшĕпе амăшĕ те пĕрлехи йышпа ĕçлесе пысăк ÿсĕмсем тăвас тĕллевпе хĕрÿ кĕрешÿ юхăмне тăнă. Пурте ăнăçлă та йĕркеллĕ пулса пынă, мĕн тытăннине вĕçне çитермесĕр лăпланма пĕлмен малĕмĕтлĕ хастарсем ыранхи куна çирĕп шанса кĕрешÿ пуçласа янă.
Пĕтĕм ĕçе туслă йышпа тăвассине тĕп вырăна хурса тăрăшнă, çĕнелнĕ самана сывлăшĕпе тарăннăн сывласа çĕршыв экономикине çĕклессишĕн вăй хунă çемьере çуралнă иккĕмĕш хĕрне, Валентина ят хунăскерне, ырă пуласлăх кĕтнине чунтан шанса та хавхаланса пурăннă ашшĕпе амăшĕ, вĕсен хаклă та çывăх тăванĕсемĕ Пурăна-киле йышлă çемье пуçĕ «Ача амăшĕ - Героиня» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вунă пĕртăван сывă та тĕреклĕ ÿснĕ. Валя, Кивĕ Сĕнтĕрти вăтам шкулăн 9-мĕш класне çÿрекенскер, сасартăках малалла вĕренес туртăма сивленĕ. «Хам та сисмерĕм, пĕр ирхине шкул сукмакне такăрлатма пăрахрăм, - терĕ вăл, хыçа тахçанах хăварнă шавлă ачалăха куçĕ умне чĕррĕн кăларса тăратнă майĕ - çулĕ те вăрăмччĕ çав шкула çÿреме, 8 çухрăм утмаллаччĕ. Йышлă çемьене пăртак та пулин пулăшас тесе, тăван ялти сысна ферминче ĕçлеме тытăнтăм. Темиçе уйăх иртнĕ хыççăн Шупашкара, аслă аппа ĕçленĕ çĕре кайса тĕпленес шухăшăм тĕвĕленчĕ пуçра. Пĕр тăхтаса тăмасăрах çул тытрăм эпĕ тĕп хулана. Профессипе техника училищинче пир-авăр ĕçне хăнăхрăм та комбинатра ĕçлеме пуçларăм. Тăватă çула хыçа хăварнине, ыттисем пекех, хам та маттур ĕçченсен йышне тăнине ăнланса илтĕм çакăн хыççăн. Тата çулĕсем хăвăрт-тăн «çăмхаланма» тытăнни хам çине чăркăшшăн çаврăнса пăхма хистетĕн туйăнчĕ мар-и? 1970 çулхи чÿк уйăхĕнче Йĕпреç тăрăхĕнчи Кĕлĕмкасси каччипе Николай Басманцевпа пĕрлешсен, мăшăрăн çуралнă кĕтесне куçса килтĕмĕр...»
Çапла вара, Кĕлĕмкассине куçса килнĕренпе кĕçех 55 çул çитнине паллă тăвĕç Басманцевсем. Николай Иванович тăван салана куçнă-куçманах Йĕпреç районĕнчи киносеть дирекцийĕнче ĕçлеме тытăннă. Шел, ытла та кĕске килсе тухнă çав унăн кун-çулĕ. Вăл 24 çул каяллах уйрăлса кайнă иккен пурнăçран. 4 хĕрĕпе пĕр ывăлне лăпкаса, юратса ура çине тăратма ĕлкĕрнĕ çапах та. Людмилăпа Татьяна, Альбинăпа Екатерина тата кил-çурт тĕпкĕчĕ - Альберт ашшĕне паянхи кун та ăшă сăмахпа аса илеççĕ, мăнукĕсене пăхса савăнма тÿр килменшĕн чĕререн кулянаççĕ.
«Пирĕншĕн атте - пурнăç кĕнеки пулнă, - теççĕ вĕсем пĕр канашлăн, кун-çул карапĕн вĕслисене алăран вăхăтсăр кăларса пăрахнă ашшĕне тăтăшах аса илнĕ май. - Хаклă та çывăх çыннăмăрăн чĕресене кĕрсе вырнаçнă кашни сăмахĕ пирĕншĕн, кун-çул лавне тăвалла туртакансемшĕн, чăн ылтăн вырăнĕнчех. Хамăрăн ачасемпе мăнуксене те аслисен пил-халалне ним ÿркенмесĕр тытса пыма вĕрентетпĕр. Пурнăç шку-лĕнче илекен пĕлĕве вĕсем çĕре усăсăр пăрахмасса шанса тăратпăр эпир...»
Басманцевсен çемйинче бухгалтер та, воспитатель те, сутуçă та, строитель те пур. Амăшĕ, Валентина Витальевна, Йĕпреç райпо тытăмĕнче 32 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăй вăхăтĕнче вăл пирĕн тăрăхри чи маттур та хастар сутăçсенчен пĕри пулнă, унăн сăнÿкерчĕкĕ Хисеп хăми çинчен кайма та пĕлмен темелле.
Валентина Витальевна кил-хуçалăхра тĕрлĕ ĕç тума, пахчара чечексем ÿстерме, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе тараватлă йăпанма юратать. Паянхи кун та кашни тĕпрен-чĕкне май çитнĕ таран пулăшма тăрăшать – укçа-тенкĕпе те, ĕçпе те тĕрев парать. Килĕ-çурчĕ пĕчĕк ачасен шăнкăравлă сассипе тулни ăна чĕререн савăнтарать. Пушă вăхăтра пĕрре те ахаль лармасть вăл. Мĕн ачаранах çыхма-тĕрлеме хăнăхса ÿснĕскер, пурне валли те чăлха-нуски çыхса хатĕрлет. Кирлĕ-тĕк – кирек кама та пулăшма хатĕр вăл, кĕçех, утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче, хăйĕн 75 çулхи юбилейне уявлама савăк кĕреке варрине ларма хатĕрленекенскер.
Валентина Витальевнан хĕрĕсем пурте Тăван çĕршывăн тĕп хулинче пурăнаççĕ. Кашниех хăй кăмăллакан ĕçре ырлăх-телей тупнă. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те кун-çул сарса хунă вăрăм та такăр сукмакпа халавлăн малалла утаççĕ, хăйсем палăртнă тĕллевсене ĕç пархатарĕпе тивлетлĕн пурнăçа кĕртеççĕ. Пĕр иккĕленмесĕрех çапла калама тивĕçĕм пур пек туйăнать: Басманцевсен парка хуна-вĕсем ÿлĕмрен те чăрмавсăр-мĕнсĕрех çÿлелле çĕкленĕç...
«Тĕнчене ырлăх-тивлет тÿпине хушса пыма тăнăçлăхпа мир кирлĕ, - тет «Ĕç ветеранĕ» ята, тĕрлĕ çĕртен панă Хисеп хучĕсемпе Дипломсене тивĕçнĕ, канăçсăр ватлăха çывăха ярас мар тесе тăрăшакан хĕрÿ чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Каçал тăрăхĕнчи Кĕтне юханшывĕ хĕрринче иртнĕ, пурнăç каçалăкĕ вара Йĕпреç енчи Кĕтнепе Хум çыранĕсен çумĕнче малалла тăсăлать. Виçĕ юханшывран иксĕлми пил-хавал илсе, Турă тивлечĕпе тăнăçлăхне малалла та çакăн пек хавхаланупах, çакăн пек талпăнупах хушса пымалла пултăр сана, Кивĕ Сĕнтĕрĕн ытарайми хĕрĕ тата Кĕлĕмкассин пултаруллă кинĕ! Кукамай, асанне, мăн кукамайпа мăн асанне ячĕсене нумай хутчен тивĕçнĕскер.
Кÿршĕ-аршăпа, ял-йышпа килĕштерсе пурăнать ветеранĕ Ку тарана çитсе хĕвел йăмраран çÿлерех хăпариччен çывăрса курман вăл, кил-хуçалăхри мĕнпур ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă тăвассине, пулăшу кирлĕ-тĕк, кирек хăçан та алă тăсса парассине чи малти вырăна хунă. Курнăçланасси, мăнаçланасси асра та çук унăн.
Сăваплă та чыслă ватлăх ытамĕнче, киленÿллĕ кăмăл-тивлет туйăмĕсемпе канăçлăн та ирĕклĕн ырлăх курса пурăнать паян Валентина Витальевна, ачисене кун-çул каçалăкĕн анлă тÿпине вĕçтерсе янă чăн чăваш хĕрарăмĕ. Паянхи тĕнчене шăп та лăп ун пек сăпайлă çынсем тытса тăраççĕ те. Вĕсенче ĕмĕрлĕх кăна мар, çĕнĕ пурнăçăн илĕртÿллĕ саманчĕ те. Вăл хăйĕн ăс-тăнĕпе кăна мар, мĕн авалтан упранса юлнă йăла-йркене хавшама паманнипе те сăваплă. «Ватти çук пулсан латти çук», - тенĕ ăслă чăваш. Халăх сăмахлăхне тасан упрама, ăна ырă та витĕмлĕ тĕслĕхсемпе хушса прыма чĕнет çамрăк-кĕрĕм, Валентина Витальевна. Пурлăх укçа-тенкĕре мар, кăмăлра тата çемьере пулнине питĕ лайăх ăнланать вăл, нумай ачаллă кил-йышра хура çăкăр хакне туллин курса-туйса ÿснĕ хĕрарăм.
Ватă çын чăннипех те сăваплă тетпĕр. Сăваплă ватлăх пĕтĕм тĕнчене çамрăклатать. Пурнăç ватă çынна чысласан хăй те чыслă мар-и вара?
Çак кунсенче пуян та тулăх кĕрекене ларса хисеплĕ те пархатарлă, ытарайми ырă кăмăллă та тарават, чун-чĕререн юратнă çывăх çыннине лăпкаса ÿстернĕ 5 ачи, 8 мăнукĕ тата 3 кĕçĕн мăнукĕ чĕререн саламласа чи çепĕç те ăшă сăмахсем калĕç. Ял çинче ырă ята тивĕçнĕ ветерана çывăх тăванĕсемпе тус-юлташĕсем, ĕçтешĕсемпе пĕлĕшĕсем саламлас тесе васкасах пуçтарăнĕç. Эпир те ытарайми çу кунĕнче хăйĕн сумлă юбилейне кĕтсе илекен ырă та çутă кăмăллă Валентина Витальевнăна утă уйăхĕн юмахри пек илĕртĕвĕпе çиçсе те кĕмĕлленсе тăракан сывлăмпи чечекне аса илтерекен ăшă салам яратпăр! Сывлăх пултăр сана, Валентина Витальевна, тата вăрăм та çутă кун-çул!
Геннадий Кузнецов
Август 2026 |
