Тăххăрмĕш теçетке çулĕпе ăнăçлăн утакан, вулакансене хă-йĕн пултарулăхĕпе паллаштарсах тăракан Юхма Мишшине ватлăх парăнтараймасть иккен. Вăл çĕнĕ хайлавсем шăрçалать, вĕсене ентешĕсене тараватлăн парнелет. Унăн кĕнекисене тĕн-чери, нумай нациллĕ Раççейри ытти халăхсем те юратса йышăнаççĕ.
Михаил Николаевичпа Чăваш Енри çыравçăсем хушшинче ку енĕпе танлашаканнине тупма йывăр. Акă, нумай пулмасть ăна «Казахстан Республикин тава тивĕçлĕ писателĕ» хисеплĕ ят панă. Чăваш халăхĕн сумне çÿле çĕкленĕ авторăн нумай-нумай ĕçне тăванлă та туслă çĕршывра килĕштерсе вуланине çирĕплетекен тĕслĕх сахал мар илсе кăтартма пулать. Хăйне панă хаклă чыс-сумпа хавхаланса ĕçлет паян чăваш вулаканĕсене 300 ытла кĕнеке çырса парнеленĕ талантлă писателĕмĕр. Эпир Михаил Юхмана литература каçалăкĕнче çĕнĕ чикĕсем илсе ĕçлеме ăнăçу хыççăн ăнăçу сунатпăр!
Август 2026 |
