Шупашкарти арçын ача онлайн-вăйă вылянă чухне амăшĕн картти çинчи укçана куçарса панă. Сахал мар – 230 пин тенкĕ.
Амăшĕ дебет тата кредит карттисем çинче укçа çуккине асăрханă та мĕн пулнине тĕпчеме тытăннă. 3-мĕш класра вĕренекен ывăлĕ вăйă вылянă чухне виртуаллă валюта туянма тăнă иккен. Палламан çын унпа мессенджер урлă çыхăннă. Арçын ача вăл каланине итлесе ăна 230 пин тенкĕ куçарса панă. Хăй вара вăйă бонусĕсемсĕрех тăрса юлнă.
Ачан амăшĕ полицие кайса пулăшу ыйтнă.
Август 2026 |
