Йĕпреç округĕнчи Хурамал ялĕнче пурăнакан 41 çулти арçын хĕрĕсене алимент тÿлесшĕн пулман. Ăна РФ Пуçиле кодексĕн 157-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе явап тыттарнă май, 5 уйăх ĕçлесе юсантарма йышăннă. +ав вăхăтра тупăшĕн 10 процентне патшалăх валли тытса юлĕç.
Ачисене алимент тÿлеменшĕн арçынна унччен административлă майпа явап тыттарнă пулнă. Апла пулин те вăл парăма çур миллион тенкĕрен те ирттерсе янă.
Август 2026 |
