НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тирпейлĕх килте кăна пулмалла-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 25.07.2025, 08:46 Просмотров: 260

Çулла. Çутçанталăк хăйĕн илемĕпе чуна савăнтарать. Киленсе тăранма çук, вăхăчĕ те çитсех пымасть – кил-хуçалăхра, пахчара ĕç нумай. Этем халь тирпейлĕ пурăнма вĕренчĕ, картишĕсем куçа илĕртеççĕ, сад пахчисем чечек ăшне путнă. Килте çапла-ха та…

Кашни ялтах хуçалăх каяшĕсене пуçтарма лартса панă контейнерсенче вара тем те курма пулать. Ялти çын ĕлĕкрех мĕнле пурăннине манчĕ пулас. Кил-çурт таврашне тирпейлетпĕр те мĕн кирлĕ маррине пĕтĕмпех каяш конетейнерне тухса пăрахатпăр. Пахчара çум курăкĕ çăмланă – контейнера пăрахнă, тăкăннă панулмисене те унтах ăсатнă, çĕрĕк пахча çимĕçсем те вырăн тупнă кунта, сайратнă йывăç-тĕм турачĕсем те… Кивĕ хуралтă е сĕтел-пукан пăснă – каллех мусор пуçтармалли вырăна килсе купаланă. Ку кăна мар-ха, пуснă выльăхăн кирлĕ мар пайĕсем выртнине те куркаланă!

Ялта пурăнатпăр-çке, выльăх-чĕрлĕх тытма пăрахрăмăр. Пахча пахалăхне ÿстерме компост яммисем туса çĕрĕк тăпра хатĕрлени усăллă пулмалла пек туйăнать. Кун пек ямра пĕтĕм çĕрекен каяш вырнаçать: çум курăкĕ те, йывăç турачĕсем те, улма-çырла е пахча çимĕç юлашкисем те. +унакан япалана лаçра çунтарма пулать е урăх вучахра.

Тепĕр тесен, хытă коммуналлă каяшсене пухмалли йĕрки пур, ăна саккунпа çирĕплетнĕ. Саккуна вара пăхăнмасăр тăраймастăн. Хытă коммуналлă каяш шутне кил-çуртра пуçтарăнакан каяшсем кĕреççĕ: хăш-пĕр апат юлашкисем, полиэтиллен, хут, картон, кивелнĕ тумтир, пластик е кантăк савăтсем, лавккаран туянакан япаласен чĕркевĕсем тата ытти те.

Килте кăна мар, ытти вырăнта та тирпейлĕ пулма чĕнсе калас е кăшт совĕç мĕннине аса илтерес килет те… Усси пур-ши?

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译