НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пучинкесем 555 сеть çыхнă

Категория: Публикации Опубликовано: 25.07.2025, 08:42 Просмотров: 279

Пучинке салинче маскировка сечĕсем çыхакан волонтерсем «пиллĕк» паллăна виçĕ хутчен тивĕçнĕ тесен пĕрре те йăнăш пулмасть. Çак эрнере вĕсем çыхса хатĕрленĕ хÿтлĕх каррисен шучĕ 555-е çитнĕ. Çак ятпа хĕрарăмсен ушкăнне Пучинкери территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов саламланă, Тав хучĕ парса чысланă, тортпа сăйланă.

Пучинкери волонтерсем ĕç хăвăртлăхĕпе тахçанах палăрма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ, хăйсен ĕç пахалăхне çак тарана çитсе те чакармарĕç. Ĕçлеме çÿрекенсем те кунта чылайăн, кашни кун 20 яхăн çын тухать. Материалпа пучинкесене «Красный партизан» колхоз тивĕçтерет. Хатĕр продукцие вĕсем, ытти ушкăнсем пекех, Йĕпреçри гуманитари пулăшăвĕ пухакан центра леçеççĕ. Унсăр пуçне хăйсенчен тÿртен пулăшу ыйтакан салтаксем патне те тиевсем ăсатсах тăраççĕ. Тепĕр чухне отпуска килнисене парнесемпе ăсатса яраççĕ.

Акă, нумаях пулмасть кунта çапăçу хирĕнче «Çиçĕм» ятпа чĕнекен салтак пулнă, хаклă хăнана волонтерсем хапăл туса йышăннă, маскировка сечĕсем парса янă.

Александр Ильин

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译