НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Туçара ăшă тĕлпулу иртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.07.2025, 08:40 Просмотров: 225

Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршыв фольклорăн пĕрлĕхлĕ кунне паллă турĕ. Çак кун Туçа ялĕнче тĕлĕнмелле ăшă тĕлпулу иртрĕ.

Туçари культура çурчĕ çумĕнчи «Ахах» халăх фольклор ушкăнне пĕлмен çын çук пулĕ Йĕпреç тăрăхĕнче. Кăçал çак коллектив куракансене хăй пултарулăхĕпе савăнтарма пуçланăранпа шăп та лăп  50 çул çитет. Кун йĕркине кĕртсе хунă уяв умĕн фольклор ушкăнĕн хастар пайташĕсем савăнăçлă лару-тăрура хамăр районти Энтриел ялĕнче çуралса ÿснĕ, хăйĕн пултарулăхĕпе «Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ятсене илме тивĕçнĕ Светлана Григорьевна Лаврентьевăпа тĕл пулчĕç. Хисеплĕ хăна хăй вăхăтĕнче республикăри фольклор вучахне чĕртсе ярас, «кăвайт хурса» вăй илтерес тĕлĕшпе çав тери нумай ĕçленĕ. «Ахах» фольклор ушкăнĕ унпа тачă çыхăну тытнă. Çавăнпа та ĕнтĕ аса илмеллисем те чылаях пулчĕç. Коллектив ертÿçи Ираида Ильина хаклă хăнана тав сăмахĕсем каларĕ, тĕрлĕ самантсене аса илсе пĕрле сÿтсе яврĕç. Малалла та çак çыхăнăва çирĕп тытса пыма калаçса килĕшрĕç.

Паллах, тĕлпулу юрă-ташăсăр иртмерĕ – тĕрлĕ вăхăтра ансамбль репертуарĕнче пулнă номерсене хаваспах аса илсе шăрантарчĕç.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译