Ку инкек иртнĕ тунтикун каç кулĕм Рынкă сали çывăхĕнчи Фермер пĕвинче пулнă.
Арçын путни пирки республикăри çăлавпа шырав службине 16 сехет те 20 минутра пĕлтернĕ. Водолазсем пĕвере унăн виллине тупса çыран хĕррине илсе тухнă.
Кăçал çулла пуçланнăранпа Чăваш Енре 12 çын путса вилнĕ. Шыва кĕме ирĕк паман вырăнсенче ишме юраманни çинчен те асăрхаттарсах тăраççĕ. Инкексем ытларах çак чарăва пăхăнман пирки сиксе тухаççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарта Суданран вĕренме килнĕ икĕ çамрăк путнă. Студентсем те юраман вырăнта шыва кĕнĕ.
Август 2026 |
