НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çын пурнăçĕ татăлнă

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2025, 10:32 Просмотров: 357

Иртнĕ эрнере, утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Ленинкасси ялĕнчи пĕр çурта çулăм хыпса илнĕ.

Пушар 6 çулхи арçын ачапа унăн пĕчĕк йăмăкĕ шăрпăкпа вылянинчен тухнă. Шăпăрлансем пÿрт крыльци çинчи япаласене çунтарса пăхма шут тытнă. Ку пăтăрмах ашшĕпе амăшĕ канма выртнă вăхăтра пулнă. Йывăç çурта çулăм хăвăртах ярса илнĕ. Кил хуçисем çăлăнма ĕлкĕрнĕ, анчах та хăнара пулнă 56 çулхи арçын пушартан тухайман. Унăн пурнăçĕ татăлнă.

Хăрушсăрлăх пайĕсем çулăмпа асăрхануллă пулмалли çинчен тăтăшах асăрхаттарса тăраççĕ. Уйрăмах çуллахи шăрăх кунсенче сыхă пулмалла. Кĕçĕн çулхи ачасемпе калаçусем ирттермелле, мĕн тума юраманни çинчен ăнлантарса памалла, тата пĕчĕк ачасенчен куç вĕçертни ырри патне илсе çитермест – инкек таçтан та сиксе тухма пултарать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译