«Пехет» агромаркет
уçăлнă
Шупашкарти «Каскад» суту-илÿ центрĕнче «Пехет» агромаркет уçăлнă. Кунта пирĕн тăрăхри фермерсем хăйсем туса илекен продукцие тÿрреммĕн халăх патне илсе çитерме пултарĕç.
Экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç, ытти тавар сĕнекен лапам паян 12 сехетре ĕçлеме тытăннă.
Урнă чĕрчунсенчен
сыхланăр!
Çĕрпÿ тăрăхĕнче урнă тилле пула карантин тесе йышăннă. Чару мерисем пирки калакан хушăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă. Карантин вăхăчĕ утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче пуçланнă.
Урнă тилĕ «Солнышко» пахча юлташлăхне пырса кĕнĕ. Ветеринарсем анализ тунă та тилĕ чирлĕ пулнине палăртнă. Халĕ ветеринарсем чир вырăнне сиенсĕрлетессипе ĕçлеççĕ.
Культура ĕçченĕсене
хавхалантараççĕ
Кăçалтан Раççейре «Ялти культура ĕçченĕ» программа ĕçлет. Ăна ялти тата пĕчĕк хулари культура учрежденийĕсенчи культура пурнăçне йĕркелеме пулăшас тĕлевпе РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе хута янă.
Чăваш Енре программăна хутшăнма 16 çын заявка панă. Вĕсенчен 8-шĕ 1 миллион тенке тивĕçсе ялти клубра, вулавăшра тата ытти учрежденире ĕçлеме пултарĕ.
Ытларах ялта камсем кирлĕ-ха? Клуб заведующийĕсем, илемлĕх ертÿçисем, ташă тата музыка вĕрентекенĕсем, ăслăлăх ĕçченĕсем. Программа ялсенчи культура вучахĕсене чĕртсе ярса çĕнĕрен вăй илме пулăшасса шанас килет.
Август 2026 |
