Кăçалхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче эпир чун-чĕререн юратнă, унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне тивĕçлĕн хак парса йышăннă, тăван халăхшăн пĕтĕм вăй-халĕнчен тăрăшнă Эдуард Сергеевич Николаев сакăр вуннă тултармаллаччĕ. Ытла та вăхăтсăр вĕçленчĕ унăн пурнăçĕ% 2019 çулхи кăрлачăн пĕр кунĕнче вăл йывăр аварие лекнĕ хыççăн ура çине тăраймарĕ. Эпир çутçанталăкăн вĕçсĕр-хĕрсĕр илемĕпе çунатланса пурăннă çынна, çитмĕлрен тин иртнĕ, пурнăç çулĕпе киленÿллĕн утса çĕнĕ çитĕнÿсемпе савăнтарнă вĕрентекене, журна-листа, таврапĕлÿçĕне, сăвăçа, публициста, шахматиста, пĕтĕмлетсе каласан _ Йĕпреç тăрăхĕнчи обществăн паллă деятельне ĕмĕрлĕхех юлашки çула ăсатса ятăмăр. Эдуард Николаев Пучинке масарĕнче хăйĕн канăçлăхне тупрĕ, çут тĕнчере пулса иртекен мĕнпур пулăмсемпе пăтăрмахсене сăваплă вырăнтан иртекен хуркайăк çулĕн çутлăхĕнчен сăнама тытăнчĕ.
Эпĕ Эдуард Сергеевичпа 50 çула яхăнах туслă çыхăну тытнă, унăн чылай статйисене пичете хатĕрлесе панă. Чăваш писателĕсен союзĕн пайташĕ хăй Йĕпреç тăрăхĕн паллă çынни пулни, çавăншăн мăнаçланни çинчен калаçу хускатнине вара пĕрре те астумастăп эпĕ. Ытла сăпайлăччĕ.
КПСС пĕтес патне çитсе тăрсан, ăна Йĕпреç ен коммунисчĕсем парти райкомне ертсе пыма шаннăччĕ. Хĕрÿллĕн те пуçаруллăн тытăннăччĕ вăл яваплăран яваплă ĕçе. Шел, самани саккăрланма, тамашасем тăххăрланма тытăнни малĕмĕтлĕ ертÿçĕне çутă тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме памарĕ ун чухне.
Эдуард Сергеевич тунă чыслă та сумлă ĕç пархатарне, вăл йĕпреçсемшĕн тунă ырăлăх-чыслăха ăçтан-ха манса кайăпăр эпир;
Курăнни вут хурать сурана,
Пучинке улăхне çитрĕм шăппăн.
Катари пĕчĕк çеç вăрмана
Иленмешкĕн тăхтать шухă шăпчăк...
Çырмари шăнкăр чунлă çăлкуç
Унчченхи янравне ма çухатнă;
«Ÿлĕмрен малалла çул ан уç», -
Тенĕнех çаврăнать çил-çухатмăш.
Лапамри чечексен мерченне
Типĕтсе пĕтереймĕ хĕвелĕн
,нтĕркенĕ шевли. Ун çулне
Ав, пÿлесшĕн вут-канăç ÿркевлĕн.
Тайăлать, тайăлать, сар çăмха,
Сÿнесле тĕлкĕшет ун кăварĕ...
Килĕп, килĕп эп çак тăрăха.
Эсĕ çук. Кам савса алă парĕ;
Камай çийĕн вĕçет пĕр-пĕччен
Эрлĕк пуснă, шуйхатнă текерлĕк.
Савăк мар çав сасси. Хăçанччен
Макăрмашкăн вăл тÿсĕм çитерĕ;
Çулăм сÿннĕ пулсан вучахра,
Хĕрлĕ ташăн хĕреймĕ кĕрлевĕ.
Мĕншĕн, мĕншĕн паян ахăрать
Кăмăлра чалăш çумăр хÿхлевĕ.
Ахрăмпа килекен сасăсем
Хăлхара тем çинчен янрашаççĕ.
Тĕлĕрме шутламан хĕлĕхсем,
Йынăша-йынăша аташаççĕ.
Тусăм, эсĕ хăвартăн шевле,
Систермесĕр-çке кайрăн пит лăпкăн.
Ял çине каç анать шăппăн-шăппăн
Эдуард, ална тыт калемне!
Геннадий Кузнецов
Август 2026 |
