НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çемье тĕрекĕ эсĕ, Римма кинеми

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2025, 10:23 Просмотров: 234

Римма Моисеевна Михайлова (Кузнецова) кăçалхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче, çуллахи вăрăм кунсем кĕскелме тытăнсанах хăй пурнăçĕн чи паллă саманчĕсенчен пĕрне - çут тĕнчене килнĕренпе 90 çул çитнине паллă турĕ. Ĕçме-çимепе сĕтел урисем авăнса тăракан чыслă та сумлă кĕрекере ăна йышлă тăванĕсенчен, кÿршĕ-аршăран, ял-йышран  ăшпиллĕ сăмахсем илтме çав тери кăмăллă пулчĕ паллах. Уяв хаваслăхĕ  чун-чĕрине тултарнă май, тăхăр теçетке урлă хăюллăн каçса, вăрăм ĕмĕр çулне малалла шанчăклăн такăрлама шăпа тухнăшăн, анне, асанне, мăн асанне, хуняма тата ытти ятсене тивĕç-ме май килнĕшĕн кинемей Турра ăш-пиллĕн тав турĕ, унран  хăйĕн кун-çулне малалла та çакăн пекех чăрмавсăр тăсса пыма виçесĕр ырлăх-телей ыйтрĕ.

Çĕнĕ самана юмахри пек çĕнелсе, чиперленсе пынă тапхăрта çут тĕнчене килнĕренпе хăш вăхăтра хăй хыççăн тăсăлакан вăрăм çула çакăн чухлĕ хăварнине чун-чĕрипе сиссе те юлаймарĕ кинеми.

Ытти çĕрти пекех, халĕ вăрманлă-юханшывлă Йĕпреç тăрăхĕнче те ĕмĕр çулне тăвалла талпăнса утакансем йышланнине курса тăратпăр мар-и? Римма Моисеевна пек нумай çул пурăнакансен кун-çулне Çĕрпÿел çырминче ырмасăр тапса тăракан иксĕлми хăватлă çăлкуçĕ тăсса пырать тейĕн. Унăн чакми вăй-халне илнĕ пуль çуралнă хыççăнах Моисей Яковлевич юратса та киленÿллĕ кăмăлпа ят панă Римма, кил-йыш хăвачĕпе тĕрекне кĕр кĕлечĕ пек хушса пырас тĕллевпе хуçалăхсем йĕркеленсе аталанма пуçласанах çĕнĕ самана тивлечĕпе  пархатарлă ĕç юхăмне тăнă маттур кăна хĕрача. Вĕренес туртăмĕ питех те пысăк пулнă унăн, анчах çити-çитми пурнăç хĕсĕклĕхĕ çителĕклĕ таран ăс пухма паман çав ăна. Римма вара  çичĕ класс вĕренсе тухнă-тухманах тăван «Гвардеец» колхозра хĕрÿллĕн ĕçлеме тытăнать, бригадир мĕн хушнине ырана хăвармасăр  пурнăçлама тăрăшать. Каçалăк вĕçне тухмасăр ывăннă çан-çурăмне тÿрлетсе кăштах та пулин канса, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх çитересси мар,  ыран та, виçмине те паянхинчен ытларах ĕç тăвасси хавхалантарнă ăна, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчен +ĕнтерÿпе таврăннă фронтовикăн канăçсăр чун-чĕреллĕ, пурне те  тăвассине вĕçне çитермесĕр лăпланма пĕлмен чăрсăр вăй-халлă хĕрне. ,ç минимумне тултарманни пулнă-ши унăн пурнăçĕнче. Пулман!

Римма çакна питĕ лайăх астăвать: вăрçă пуçланнă çул вĕçĕнче, 1941 çулхи шартлама хĕл кунĕсем хуçаланма тытăнсан,  Йĕпреçе Мускав тăрăхĕнчен çамрăк вĕçевçĕсене хатĕрлекен шкул куçса килнĕ. Фронта кайиччен çамрăк курсантсем хăйсен ăсталăхне мĕнлерех туптанине сăнама та вăхăт çитернĕ хĕрсем. Çĕнтерÿ мĕнлерех майпа хывăннине пĕчĕклех курса ÿснĕскерсене каярахпа та ырлăх-пархатарне сахал мар кÿнĕ çак туртăм. Вуннăра чухнех амăшне ĕмĕрлĕхех çухатнă хĕр кил-хуçалăхри темĕн тĕрлĕ ĕçсене тума, картишне тирпей-илем кÿме, çав хушăрах çемьене тытса тăрса, пил-халала ăша хывса колхозпа бригада нарячĕсене ĕçпе пурнăçласа пыма ĕлкĕрнĕ вăл. «Гвардеец» колхозри ырми-канми тăрăшакансен йышĕнче пулнă хĕрарăма тăрăшуллă пулнăшăн, курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн панă Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсен шутне тĕрĕс палăртма  пултараймăпăр эпир. Хисеп-чыс паллисем сахал мар унăн.  «Ĕç ветеранĕ» ята сăнне пăхса паман ăна, «Гвардеец» колхоз правленийĕн Хисеп хăми çинче тăнă ĕçченлĕхĕпе палăрнă хастар çынна. Хăй вăхăтĕнче уй-хир бригадирĕнче те, вырăнти канаш депутатĕнче те  тăрăшнă Римма Моисеевна, ашшĕ парнеленĕ Кузнецов хушамата çÿлте тытнă. Савнă мăшăрĕпе Василий Михайлович Михайловпа пĕрлешсе çемье çавăрнă хыççăн Михайловсен хушаматне те çÿлте тытма тăрăшнă. Василий Михайлович тăван çутçанталăка, тавралăха питĕ юратнă, чукун çул çинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.  Кил-çуртра вăл пурнăçлама ăсталăх çитереймен пĕр ĕç те юлман темелле. Ывăлĕсем, Георгийпе Владимир, ашшĕпе амăшĕ пекех сывă та тĕреклĕ çитĕннĕ. Иккĕшĕ те тахçанах тивĕçлĕ канура, хăйсен ачисене пурнăçăн анлă та тавракурăмлă çулĕ çине тăратнă, вĕсен ырлăх-пехиллĕхĕпе тивлетлĕн курнăçланса пурăнаççĕ. Михайловсен династийĕ малалла та çÿлелле талпăнать, вĕсен 5 мăнукĕ тата 11 кĕçĕн мăнукĕ аслисен  ырă та тăнăçлă йăли-йĕркисене хисеплеççĕ, çемьешĕн, тус-тăванĕсемшĕн чи пархатарлă пулăмсене ÿлĕмрен те малалла тăсма хатĕр пулнине хăйсен кулленхи тăрăшулăхĕпе кăтартса параççĕ.

Римма Моисеевна 70 çул каялла +ĕрпÿелĕнчех çуралса, кун-çул каçалă-кĕнче çĕнĕ анасем илес тĕллев-туртăмлă Василий Михайлович Михайловпа пĕрлешсе, çичĕ пĕлĕт айĕнчи тÿпе анлăшĕнче çĕнĕ пурнăç пуçлама пил-тивлет илнĕ пулнă. Пурăннă пулсан, паян кил хуçи тăхăр вунпил-лĕк тултармаллаччĕ.  Шел, 2008 çулта çитмĕл саккăра ярса пуссан, Василий Михайловичăн хĕрÿллĕ чĕри тапма чарăннă. Кил-çурт тĕревĕсĕр тăрса юлнă Римма Моисеевна патне мăну-кĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем  тăтăш тенĕ пекех  пырса çÿреççĕ, ватлăхра телей-савăнăç кĕтекенĕн çепĕç чун-чĕрине ырлăх тĕшши  акса хăвараççĕ.

«Ĕçчен çын çукран та пур тăвать», - тенĕ авалхи  ăслă чăваш. Ку каларăша çывăх çыннисене чунтан хисеплесе калать кинеми. Паян тăхăр вуннă урлă каçнисем йышланса пынишĕн питех те  кăмăллă пенсионерка. +ĕршыв хуçисем ватлăхра ырлăх куракансен кун-çулĕпе кăсăклансах тăни савăнтарать Римма Моисеевнăна. Ĕçсĕр те, должноçсăр та, укçасăр-пурлăхсăр та тăрса юлнă эпир,  анчах халăхăн малашлăхсăр туйăм пачах та  пулман чăвашлăх тĕнчинче. Кузнецовсемпе Михайловсен çемйисенче те çав кăмăл-туртăмпах тулли лава пач ÿркенмесĕрех тăвалла туртас шутлă çынсем пуррипе хăйне чи телейлисен йышĕнче курса тăрать вăл, халăх ăсне  пуринчен мала хуракан  малĕмĕтлĕ хĕрарăм.

«Пирĕн хамăрăн хутлăха упрассишĕн çунса-çиçсе тăмалла», - тет кун-çулăн 91-мĕш пусми çине тĕревлĕн ярса пуснă Римма Моисеевна, Çĕрпÿелĕнчи чи ватă хĕрарăм,  чăваш йăли-йĕркине тасан, тирпейлĕн тытса пырассине кăмăллакан сăваплă чун. Турăллă çын кăна хăйĕн ăшĕнче пĕтĕм тĕнче хăватне йăтса çÿрет, теççĕ. +ав çынна ниепле те çĕнме çук. Темшĕн-çке манăн вĕсен  шутне Римма Моисеевна Михайловăна та кĕртес килет. Юбилей саламне йышăнсам хаçат вулакансенчен, тараватлă та хисеплĕ çыннăмăр! Ватлăх çулĕнчен пăрăнма ан тăрăшсам. Умри çулу малаллах, тухăç еннеллех чĕнтĕр сана. Кун-çулăн анлă та вĕçсĕр каçалăкĕ малаллах тăсăлса пытăр, хаклă та хисеплĕ çыннăмăр! Кĕçĕн ывăлу хăйĕн юратнă мăшăрĕпе, кирек кампа та теветкеллĕн калаçма пĕлекен кинÿпе илĕртÿллĕ юмах тĕнчине аса илтерекен ăшпиллĕхре усраççĕ юратнă амăшне. Пур ĕçре те вашаватлăхпа тата тараватлăхпа палăрса тăракан, çутçанталăк илемне хушса пыма тахçанах вĕренсе çитнĕ Нина  Александровнăна, тахçан сунтал вĕрилĕхĕнчен тухнă хĕлхеме сÿнме памасăр мĕн çак тарана çитичченех шанчăклăн та хĕрÿллĕн тытса пыракан, ĕмĕр тăршшĕпех пилĕкне тÿрлетмесĕр тăван хуçалăхăн, юратнă кил-йышăн тĕрекне аталантарассишĕн ырлăх-савăнăç çинчен манса кайса ĕçленĕ сумлă та сăпайлă чăн чăваш хĕрарăмне юбилей кĕрекинче мăнаçлă кăмăл-туйăмпа пархатарлăн пуçăмăрсене тайса тав тăватпăр.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译