НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хумри Ишекре - Питрав уявĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2025, 10:18 Просмотров: 389

Православи тĕнне ĕненекенсем иртнĕ эрнекун славян халăх календарĕнчи чи çутă та илемлĕ уявĕсенчен пĕрне - Çветтуй Петрпа Павел апостолсен кунне - паллă тунă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Хумри Ишек ялĕнче пурăнакансем те хăйсен ĕлĕкрен ăруран ăрăва куçса пыракан Питрава уявласа ирттернĕ.

Хумриишексем праçнике малтанах хатĕрленме тытăннă. Пĕтĕм халăх, ватти-вĕтти таранах, хăнасене кĕтсе илмелли тата уява йĕркелемелли лапамра тирпей-илем тăвас тĕллевпе ирттернĕ субботнике хавхаланса хутшăннă, курăка çулса тиесе тухнă, йывăçсемпе тĕмсене касса тикĕслетнĕ, площакăна капăрлатнă.

Палăртнă кун, утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, ир-ирех ял çийĕн хаваслă юрă-кĕвĕ инçене юхса саланса хăнасене илĕртнĕ. Кĕçех аслă урама, уяв ирттермелли вырăна, çынсем йышлă пуçтарăннă, мăшăрсем ачисемпе, çывăх тăванĕсемпе пĕрле Питрав уявне йышпа паллă тума пухăннă. Вĕсене паллă кун ячĕпе Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов, районтан килнĕ хаклă хăна - Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Маргарита Андреева саламланă. Ял-йыша тата кÿршĕллĕ салапа поселоксенчен килсе çитнисене ĕçре çитĕнÿсем тума, ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме ырлăх-сывлăх, ăнăçупа хавхалану тата мирлĕ тÿпепе тăнăçлăх суннă.

Уявăн савăнăçлă пайĕнчех «вăрçă ачи» статус илнĕ, ĕмĕрĕпе ĕçлесе тăван ял тата Иĕпреç ен аталанăвне сумлă тÿпе хывнă ветерансене сцена çине чĕнсе кăларсах чысланă, тав çырăвĕсемпе наградăланă. Кăçал кăна кун çути курнă пепкепе унăн ашшĕ-амăшне те тимлĕхсĕр хăварман, Ивановсен çемйине йыш хушăннă, хĕр çуралнă ятпа саламласа асăнмалăх парне кÿнĕ.

Питрав хумриишексемшĕн тахçантанпах ял уявĕ пулса тăнă ĕнтĕ. Кăçал та вĕсем çак уявра пĕрне-пĕри ял кунĕ ячĕпе саламланă. Кунта сăпкара сиксе ÿссе çитĕннĕ, халĕ çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнакансем уяв тĕлне ятарласа çуралнă ене таврăннă, тăван-пĕлĕшсемпе  тахçанта пĕрре курнăçни-калаçни еплерех аван-çке! Ăшă тĕлпулу кăмăла уçать, çĕнĕ хăват хушать.

Уяв сцени перре те пушă тăман, кĕçех ăна Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада çăлтăрĕсем йышăннă, ял-йыша чаплă концертпа савăнтарнă. Куракансем весем шăрантарнă юрри-кĕввисемпе хавасланнă май, тÿссе ларайман, ушкăнпа карталанса тăрсах ташша янă.

Епле ирттĕр-ха уяв вăйă-кулăсăр! Ял çамрăкĕсем валли спорт ăмăртăвĕсен программине туса хатĕрленĕ. Вĕсен пултарулăхĕпе чăтăмлăхне, çаврăнăçулăхне футбол тата волейбол вăййисенче тĕрĕслесе пăхнă. Çĕнтерÿçĕсене призсемпе хавхалантарнă. Уявра пулнисем пурте кăмăллă юлнă.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译