НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ян! янрарĕ халăх юрри-кĕвви

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2025, 09:47 Просмотров: 432

Эпир, хальхи ăру çыннисем, мĕн пĕчĕкрен «Чăваш Ен - çĕр пин юрă, çĕр пин ташă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ» тесе мăнаçланса ÿсрĕмĕр. Ку каларăш çумне хушса тата çапла калас килет чунтанах - «Чăваш Ен çĕр пин сăмахлăх çĕршывĕ те!» Эпир мар-и мăн асаннесемпе мăн кукамайсенчен илтсе юлнă юмахсемпе халапсене хамăр ачасене, мăнуксене каласа парса хаваслантараканĕсем, эпир мар-и аннесем пепкисене юратса утьăкка сиктернĕ чухне майĕпен çепĕççĕн янăратнă сăпка юррипе халĕ хамăрăн пĕчĕк мăнукăмăрсене лăпкаса çывратаканĕсем, эпир мар-и ĕлĕкрен ламран лама куçса пынă вăйăсене хальхи шăпăрлансене вĕрентекенĕсем! Чăваш халăх сăмахлăхĕ мĕн тери сумлă пурлăх, унăн витĕмĕпе çитĕнекен ăрăва тăван халăха, çĕршыва юратма воспитани парса ÿстерни темрен те пахарах пулнине пурнăç кăтартса пачĕ, çавăнпа пирĕн паян чăваш халăх сăмахлăхне манăçа хăвармасăр чĕрĕлĕх парса тăракан çамрăксем пурришĕн  хĕпĕртемелле кăна.

Акă, ĕнер те Иĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕн картишĕ фольклора çĕнĕ сывлăш кĕртекен çамрăксемпе тулчĕ. Кунта республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн кăçал «симĕс çутă» панă «Чăваш Енри янкăр çулла» çĕнĕ проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕм Раççейре палăртакан Фольклорăн пĕрлĕхлĕ кунне халалланă фестиваль пулчĕ. Ку фестивале çавăн пекех Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче +ĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалларĕç.

Йĕпреç çĕрĕн чи илемлĕ те чи илĕртÿллĕ кĕтесне - чăваш халăх историйĕпе йăли-йĕркине уçса паракан документсемпе экспонатсене, архитектура палăкĕсене упракан музея - хăйсен пултарулăхне халăхăмăр сăмахлăхĕпе çыхăнтарнă хĕрсемпе каччăсем тĕрлĕ çĕртен килсе çитрĕç, пĕтĕмпе 7 коллектив сцена çине тухрĕ, кашни хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, девизне пĕлтерчĕ.  Уява пухăннисене малтанах Шăрттанти «Улах» фольклор ансамблĕ хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ, унтан хаклă хăнасене Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Алексеева тата ЧР Культура министерствин Трактор тăвакансен культура керменĕнчи республикăри халăх пултарулăх центрĕн представителĕ Валентина Яковлева саламларĕç. Вĕсем çамрăксене халăх йăли-йĕркисемпе пĕрлех сăмахлăхне те килес ăрусем валли упраса хăварас ĕçе пархатарлă тÿпе хывнăшăн тав турĕç.

Курма килнисене Елчĕк енчи халăх юрри-ташшине чунтан юратакан яш-кĕрĕме пĕрлештерекен «Тарават» фольклор ушкăнĕпе, Вăрнар енчи «Хăват» ансамбльпе, Куславккари «Шевле» коллективпа, Хĕрлĕ Чутайри «Шурăмпуç» ушкăнпа, Канаш енчен килнĕ халăх инструменчĕсемпе кĕвĕ-çемĕ калакан «Янрав» ушкăнпа паллашма кăмăллă пулчĕ. Хамăр енчи ача-пăча ансамблĕсем те пит маттур пулчĕç. Кĕлĕмкассинчи «Шăнкăрма», «Пучинке хунавĕсем»  фольклор ансамблĕсем сцена хăмисем авăничченех такмак каласа ташласа кăтартрĕç.

Епле хĕпĕртемесĕр чăттăр чун! Пикесемпе яшсен сассисем янăравлă, юрри-кĕввисем чуна пырса тивмелле пăлхануллă та,  çепĕç те. Ушкăнсем хăйсен енчи ватăсем ку таранчченех упраса пурăнакан, халĕ те юратса юрлакан юрă-çемĕсене вĕренсе юлни палăрчĕ, шăпах çавсене куракан умне кăларчеç. «Шур перчетке», «Çумăр çăвать», «Вĕç-вĕç куккук» тата ытти чăваш  халăх юррисене шăрантарчĕç.

Фестиваль программи анлă та пуян пулчĕ. Ушкăнсем куракансен умĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă хыççăн мастер-классенче тĕрлĕ енлĕ ăсталăх пухрĕç. Пирĕн ентеш, республикăри халăх промыслисен мастерĕ, нумай пулмасть кăна Чăваш çамрăкĕсен патшалăх премине тивĕçнĕ Дина Трякова алĕç ăсталăхĕ, чăваш тĕрри енĕпе, Ирина Шумихина пылак апат-çимĕç хатĕрлес енĕпе, К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Александр Игнатьев актер  ăсталăхĕ енĕпе, музей сотрудници Наталья Чангина пукане-управçă тума вĕрентес енĕпе тата ыттисем те хăнăхтаруллă классем йĕркелесе ирттерчĕç.

Çавăн пекех фольклор ушкăнĕсен 7 тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ, весемшĕн ĕлĕкхи чăвашсен йăли-йĕркисемпе çыхăннă тĕрĕслев ĕçĕсем пĕрре те кăткăс пулмарĕç, йывăрлăхсене пĕрле туслăн çĕнтерсе пычĕç.

Музей картишĕнче чылайччен яш-кĕрĕмĕн хаваслă сасси илтĕнсе тăчĕ, ушкăнсен пĕлĕвĕпе ăс-хакăлне историпе, культурăпа, музейри ĕлĕкхи арман, ампар, хура пÿрт тата ытти архитектура палăкĕсемпе çыхăннă ыйтусем урлă та тĕрĕслесе пăхрĕç мероприятие йĕркелесе ертсе пыраканĕсем. Вĕсен хуравĕсемпе ĕçĕсем тăрăх пăхса хакласан та, аслă ăрупа çамрăксем хушшинчи çыхăну татăлми çирĕп пулнине ĕнентерсе пачĕ.

Пĕтĕмлетÿсем тăрăх фольклор ушкăнĕсене пурне те фестиваль лауреачĕн дипломĕсемпе наградăларĕç.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译