Пучинке салинче пурăнакан Валерий Яковлевичпа Валентина Николаевна Осиповсем çак кунсенче ылтăн туй ячĕпе ăшă салам сăмахĕсем тата парнесем йышăнчĕç.
Шăп çур ĕмĕр каялла вĕсем пĕр-пĕрне яланах юратма сăмах парса çемье çавăрнă. Сăмаха çилпе вĕçтермен мăшăр, таса туйăма упрама пултарнă. ,çлеме те пĕр çĕртех ĕçленĕ вĕсем - иккĕшĕ те «Красный партизан» колхозра тăрăшнă. Вăхăт çитсен Валентина Николаевна тивĕçлĕ канăва тухнă, çемье пуçĕ вара канма шутламасть-ха, вăл паян та тăван колхоз енне выртакан сукмака такăрлать.
Çемьере виçĕ хĕр ÿссе çитĕннĕ. Вĕсене воспитани парса вĕрентсе ура çине тăратнă. Хĕрĕсем ашшĕпе амăшне мăнуксем парнеленĕ. Кукашшĕпе кукамăшне мăнукĕсем хисеплеççĕ, вĕсем патĕнче хăнара пулма юратаççĕ. Мăнукĕсен ÿсĕм-çитĕнĕвĕпе йăпанса савăнаççĕ Осиповсем. Çемье пĕр сĕтел хушшине пухăнсан тем пекех хĕпĕртеççĕ Валерий Яковлевичпа Валентина Николаевна. Хĕрĕсемпе мăнуксем хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса ларнă чух хăйсене икĕ хут телейлĕрех туяççĕ вĕсем.
Мăнукĕсем те вĕсем пекех хăйсен юратăвĕсене тупса çирĕп çемьеллĕ пуласса шанаççĕ Валерий Яковлевичпа Валентина Николаевна. +емьеллĕ çын, тем тесен те, телейлĕ. Телее вара укçа парса илме çук, ăна хăвăн туптамалла.
Ылтăн туй çитнине паллă тăвакан ялти хисеплĕ мăшăра Çемьепе юрату кунĕнче Пучинке территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов саламланă. Юбилярсене юратупа телей, çирĕп сывлăх суннă, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулнăшăн тав тунă.
Анна Михайлова
Август 2026 |
