Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Элкел районне кĕрекен Сиктĕрме ялĕнче - Петĕр Хусанкая сăпка сиктерсе ÿстернĕ ялта - чăваш культурин Уявĕ кĕрлерĕ.
Уяв Сиктĕрмере тăваттăмĕш хут иртрĕ. Çулран çул уява килекен халăх йышĕ ÿссех пырать. Кунта анлă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата унăн тулашĕнче вырнаçнă çĕрсенчен те хăнасем туслăн пухăнаççĕ. Ытти çулти пекех уяв пуян иртрĕ. Кăçал ăна Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă.
Уява утмăла яхăн пултарулăх ушкăнĕ хутшăннă. Тĕрлĕ енче тĕпленнĕ чăвашсем хăйсен патĕнчи йăла-йĕркене кăтартса параççĕ, ыттисеннипе паллашаççĕ, пĕр-пĕринпе калаçса тавракурăмĕсене пуянлатаççĕ.
Сиктĕрмене Йĕпреç делегацийĕ те çитсе килнĕ. Пучинкери культура çурчĕ çумĕнчи «Юхăм» фольклор коллективĕ (сăмах май, пучинкесем Сиктĕрмере яланах кĕтнĕ хăнасем, вĕсем ку уява пысăк хавхаланупа кашни çулах хутшăнаççĕ), Шăрттанти «Улах» фольклор тата «Звездочки» ташă ушкăнĕсем, «Шăрттан ен» купăсçăсен ансамблĕ куракансене хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарнă. Йĕпреç артисчĕсем ăшă кăмăлпа, хаваслă туйăмпа тата дипломсемпе таврăннă тăван тăрăха.
Спортăн тĕрлĕ енĕсемпе ăмăртакансем те чылайăн пулнă. Пучинке салинче пурăнакан Алексей Иванова кире пуканĕ йăтассипе никам та çитекенни пулман - вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Шăрттан ялĕнче пурăнакан Зоя Яковлева «Чăваш сăри» курава хутшăнса диплома тивĕçнĕ. Вăл ĕлĕк сăрана мĕнле хатĕрленин вăрттăнлăхĕсене уçса панă, хăй туса килнĕ кăпăклă сăрапа пурне те хăналанă.
Литература кĕтесĕ, ал ăстисен куравĕсем, ача-пăча валли йĕркеленĕ вăйă лапамĕсем, апатланмалли вырăнсем, тĕрлĕ лавккасем ĕçленĕ. Кашниех хăйне килĕшекен вырăн тупма, чунне килентерме пултарнă уявра.
Илемлĕ вырăнта вырнаçнă Сиктĕрме ялĕ 15 пине яхăн хăнана хăйĕн ытамне илнĕ çак кун. Ытти çулхи пекех, наци тумĕ тумланнă чăвашсем алла-аллăн тăрса туслăх картинче мăнаçлăн çаврăннă.
Анна Михайлова
Август 2026 |
