Çак эрнере Йĕпреç районĕн прокурорĕ Василий Николаев ял тăрăхĕсене тухса çÿренĕ, унта пурăнакансемпе тĕлпулусем ирттернĕ.
Сăмахран, Эйпеç ял тăрăхĕнчи активистсем прокурор валли чылай ыйту хатĕрленĕ% пурăнмалли çурт-йĕр, ял урамĕсене тирпей-илем кĕртесси, юсав ĕçĕсем ирттересси ытларах кăсăклантарни палăрнă.
Вăрмансене хăрнă йывăçсенчен тасатмалли мелсене те сÿтсе явнă. Тискер пултăранпа кĕрешесси чылайăшне пăшăрхантарать. Кашни ыйту çине Василий Анатольевич тĕплĕ хурав пама тăрăшнă.
«Халăх хăй пурăнакан вырăна тирпейлесе тăма тăрăшни савăнтарать, обществăлла вырăнсене пĕрлешÿллĕ вăйпа пăхса тăма ăнтăлаççĕ - ку питĕ аван», - тет прокурор.
Паянхи кун актуаллă ыйтусене те тимлĕх уйăрнă% юлашки вăхăтра çынсене шанма хăнăхни шар кÿрет - мошенниксем ултав меслечĕсене туптаса çĕнетсех тăраççĕ. Кун пирки те кашни тĕлпулурах каласа хăварма тăрăшать Василий Анатольевич.
Ултава пула нуша курнă çынсен шучĕ темшĕн-çке ÿссех пырать. Пур енчен те асăрхаттарсах тăни те пулăшмасть.
«Тархасшăн, тимлĕхе ан çухатăр, телефон çине килекан кашни шăнкăрава ĕненсе йышăнмалла мар, пĕлмен абонементсемпе пачах та калаçас çук», - асăрхаттарать саккун управçи.
Çак эрне хушшинче район прокурорĕ 8 ял тăрăхне çитме ĕлкĕрнĕ. Паян Буинск тата Ирçе Çармăс ял тăрăхĕсенче пулнă.
Хамăр инф.
Август 2026 |
