НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Хĕвелпи» хĕвел пек çиçрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2025, 11:11 Просмотров: 270

Çак эрнере Чăваш Ен хăйĕн çуралнă кунне анлăн уявларĕ. Регионăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче йăлана кĕнĕ мероприятисем иртрĕç. Республика шайĕнче иртекен «Черчен чечексем» фестивалĕн  гала-концерчĕ уйрăмах илĕртÿллĕ те хумхануллă иртрĕ - ача-пăча юрри-ташшине пăхса киленме кам-ха хапăл тумĕ;

Çак гала-концерта хамăр округри Кĕлĕмкасси ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи  «Хĕвелпи» фольклор ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Ансамбль ертÿçи - Надежда Никандрова. Вăл 40 çул ытла ĕнтĕ культура вучахне кăвайт хурсах тăрать, талантлă ертÿçĕ унаса ÿстернĕшăпăрлансенчен анлă артист е юрăç çулне суйласа ирĕклĕ юхăма тухнисем чылайăн.

«Хĕвелпи» фольклор ансамблĕ çак фестивальте  I степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçрĕ. Сцена çинче пĕчĕк артистсем «Юр çăвать, пĕрремĕш юр» юрăпа ташă композицийĕ лартса пачĕç. Куракансем тăвăллăн алă çупни шăпăрлансене тата та пысăкрах çитĕнÿсем патне талпăнма хистерĕ.

Мария Петрова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译