Пучинкери шкулта пĕр ырă йăла пур – кашни çуллах вĕрентекенсемпе ытти ĕçченсем пĕрле пухăнса территори таврашĕнче ÿссе кайнă курăка çулаççĕ.
Кăçал та çаплах пулчĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса коллектив ĕçе пуçăнчĕ. Çавасемпе электроçава сасси таврана саланчĕ. Ушкăнпа тăвакан ĕç яланах хаваслăрах та хăвăртрах пулса пырать. Халĕ улма сачĕ те, шкул умĕ те илемлĕ те тирпейлĕ курăнаççĕ ĕнтĕ. Анчах та пĕрре çулнипе кăна май килмест! Вăхăт çитсен çак туслă йыш, отпуск вăхăчĕ пулнине пăхмасăр, каллех юратнă ĕç вырăнне çул тытĕ, шкул картишĕнче тирпей-илем тăвĕ. Тавралăх хăтлă пуласси кашни çынран хăйĕнчен килет тесе ахальтен каламаççĕ.
Кунта ĕçлекенсене тата вĕренекенсене тепĕр çĕнĕлĕх те савăнтарать: ятарлă программăпа шкул территорине хăтлăлатас ĕç паянхи куна кал-кал пырать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне шкул çĕнĕ сăн илĕ. Тăван шкул – иккĕмĕш кил. Пучинкесен вăл тата та илемлĕрех те хитререх пулĕ!
Анна Евграфова
Август 2026 |
