«Совет Союзeн граждансемпе гражданкăсем!
Совет правительстви тата унăн пуçлăхĕ Сталин мана çакна пĕлтерме хушрĕç,
Паян, ирхине 4 сехетре, Совет Союзне нимĕнле претензисем те тăратмасăр тата вăрçă пуçланни çинчен пĕлтермесĕр, Германи çарĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăннă, нумай вырăнсенче пирĕн чикĕсем çине атака тунă, пирĕн хуласем çине хăйсен самолечĕсем çинчен бомбăсем пăрахнă, çавăн чухне 200 çын ытла вĕлернĕ тата амантнă...» - çак йĕркесемпе пуçланать Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă хыççăн тухнă пĕрремĕш район хаçачĕн (ун чухне вăл «Колхоз пурнăçĕ» ятпа тухса тăнă) пуçламăш страницинче пичентленнĕ Вячеслав Молотов Халăх Комиссарĕсен Совечĕн Председатель заместителĕ чĕнсе калани. Кунтах СССР Верховный Совет Президиумĕн вăрçăллă положени туни çинчен тата 1905-1918 çулсенче çуралнисене мобилизацилесси çинчен кăларнă Указĕсем.
Усал хыпара вулакансем патне илсе çитернĕ кăларăм... Ăна алла тытса вуланă май вăл вăхăтра Совет çĕршывĕнче мĕнлерех çирĕп йĕрке пулни куç умне тухать. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех ялсемпе-хуласенчен вăйпитти арçынсене çĕршыва хÿтĕлеме ăсатнă. çавăн пекех тылра юлакансем патне чĕнсе каланинчен халăх тÿрех фронта пулăшас ĕçе кÿлĕнни курăнать. Тен, çакăн пек кар! тăман пулсан çĕнтерĕве туптайман та пулĕччĕ совет халăхĕ, пĕтĕм çĕршыв çĕкленни, кашни сывлăхне, пурнăçне хĕрхенмесĕр хăй тÿпине хывма талпăнни фашизма тĕп тума май панă.
Тен, пуçламăшĕнчех вăрçă нуши 4 çула тăсăласса никам та шутламан, анчах парăнман халăх, нимпе танлаштарма çук хăрушă нушана тÿссе ирттернĕ, пире валли тăван çĕре упраса хăварнă. Совет халăхĕн паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ!
Район хаçачĕн кăларăмĕсем Йĕпреç архивĕнче перекетлĕ упранаççĕ. Вĕсем тăрăх тăван кĕтес историне тĕпчеме пулать.
Венера Ласточкина,
Йĕпреçри муниципаллă архив заведующийĕ
Август 2026 |
