НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Йĕпреç музейĕн 45 çулхи юбилейĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2025, 11:01 Просмотров: 285

...1980 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш Республикин черетлĕ кунне паллă тунă тапхăрта Йĕпреç поселокĕнче уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕ хăйĕн пĕрремĕш кураканĕсене йышăннă.

Çак ятпа район центрĕнче, ку тăрăхри промышленноç предприятийĕсемпе хуçалăхсен, ытти организацисен ертÿçисене, ял, поселок Канашĕсен ĕçтăвкомĕсен пуçлăхĕсене тата ытти паллă çынсене явăçтарса ирттернĕ паллă канашлу ĕçне-хĕлне эпир паянчченех питĕ лайăх астăватпăр-ха. Ун чухне халăх депутачĕсен район Канашĕн ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕнче Пантелеймон Михайлович Ермошкин тăрăшнă. Вырăнти «Сельхозтехника» предприятине ăста ертсе пыма хăнăху илнĕ хуçа çине тăнипе Йĕпреçре пирĕн республикăра халиччен пулман йывăç строительствин палăрăмлă палăкĕ ÿссе ларнă. Йĕпреç тăрăхĕнчи пĕрремĕш этнопарк хăйĕн алăкĕсене шанчăклăн уçнине паллă тунă çĕре Чăваш Республикин Наци музейĕн директорĕ, таврапĕлÿ ĕçĕнче самаях пысăк ăсталăх пухма ĕлкĕрнĕ Александра Михайловна Лаптева этнограф хутшăннăччĕ, вăл хăйĕн сăмахĕнче йĕпреçсен сумлă та пархатарлă çул-йĕрне мухтаса ырă сăмахсем каланине эпир халĕччен те манса кайман-ха...

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕн картинăсен галерейинче çак учреждени уçăлнăранпа 45 çул çитнине халалласа наука-практика конференцийĕ иртрĕ. Ун ĕçне хутшăнма кăмăл тунă хастарсен хушшинче Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов, халăх депутачĕсен район Канаш ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ пулнă, «Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ, Йĕпреç районĕн хисеплĕ çынни Пантелеймон Ермошкин, хăй вăхăтĕнче районти культура çурчĕн пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă  Николай Степанов хутшăнчĕç. Музейра тĕрлĕ çулсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене те чĕннĕ иккен уява.

Савăнăçлă уяв-тĕлпулăва уçса, этнографи музенйĕн ĕçне-хĕлне йĕркелесе тăракан Надежда Климович çакна палăртрĕ: вăрманлă-юханшывлă кĕтесре уçнă  таврапĕлÿ музейĕ паян пирĕн республикăра чи курăмлă учрежденисенчен пĕри пулса тăчĕ. Эпир куншăн тивĕçлипех мăнаçланатпăр, унра аваллăхпа хальхи саманана килĕшÿллĕн пĕрлештерекен сумлă чыслăха курса тăратпăр. Пирĕн музей паянхи кун Чăваш Енри чи курăмлă та чи кăсăк учрежденисенчен пĕри. Эпир,  ку пулăма, унăн витĕмне ÿстерсе пырас тесе, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвассине тĕпе хуратпăр...».

Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов хăйĕн сăмахĕнче асаилÿсĕр, аваллăха паянхипе çыхăнтармасăр пурнăçа самана ыйтнă пек çыхăнтарма çукки, çавна май администраци ку енĕпе мĕнлерех тимлени çинче чарăнса тăчĕ. Ку учреждени чăннипех пирĕн çĕршыври паллă музейсен йышне тăма тивĕçни вăл - калама çук пысăк чыс.

Паллă ĕнтĕ, ăшра, кăмăл-туйăмра çĕнĕлĕх ялтравĕ йăлкăшмасан, кулленхи пурнăçра тĕлĕнмелли ÿсĕм-çитĕнÿ тăвасси пирки нимĕнле сăмах та  пыма пултараймасть. Хăйне шанса панă яваплă  ĕçсенче халăх ыйтакан курăмлă ÿсĕмпе савăнтарма тĕрлĕ енлĕ ăсталăх çитернĕ Пантелеймон Михайловичăн хĕрĕх пилĕк çул каяллахи асаилĕвне итлесе пурте  кăмăллă юлчĕç. Политикăри, экономикăри, социаллă  пурнăçри, этем ăс-хакăлĕнчи хĕрÿ улшăнусене сисĕмлĕ хатĕр пекех туйса тăракан ертÿçĕ Йĕпреçре çакăн пек музей тăвас ыйтăва тахçанах хăйĕнче çирĕп тытнă-мĕн. Анчах ăна ыттисене уçса пама тăхтаса тăнă, çынсем  хăйсемех унăн шухăшĕпе килĕшессе шаннă вăл. Кашнин хăйĕн тĕллевĕ, çулĕ, тÿпи пур пурнăçра. +ав  çул-йĕр тăрăх çирĕппĕн те шанчăклăн утса, культурăпа искусство учрежденийĕн калама çук витĕмлĕ тытăмне сÿнме паман малĕмĕтлĕ пуçлăх. Унăн пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн хакласа, республикăри хаçат-журналта сахал мар статья пичетленсе тухнă, Владимир Кузьмин писатель Пантелеймон Ермошкинăн литературăри сăнарне туса, ăна хăйĕн произведенийĕсенче чĕррĕн çырса кăтартма ăсталăх çитернĕ.

«Йĕпреçре этнографи музейĕ тăвас ыйтăва вăраха ямасăр татса парас тĕллевпе эпĕ районти тĕрлĕ шайри пуçлăхсемпе те, ытти специалистсемпе те чун-чĕререн калаçни усăллă пулчĕ мар-и; _ терĕ Пантелеймон Михайлович, уçă тÿпе айĕнчи музей кун-çулне куçĕ умне кăларнă май. - Промышленноç предприятийĕсен, хуçалăхсен пуçлăхĕсем панă усăллă сĕнÿ-канашсем питĕ  пулăшрĕç кулленхи ĕçре.

Чăваш хресченĕ ĕлĕк мĕнлерех йĕркепе пурăнни уçăмлăн сисĕнсе тăрать пирĕн музейра. Этнографи пайĕ кăна мар, сăнарлă ÿкерчĕксен, скульптурăсен уйрăмĕсем пур. Ара, вĕсемпе хамăр кăна мар,  Йĕпреçе ытти çĕртен килекенсем те кăсăклансах паллашаççĕ-çке.

Илемлĕх тĕнчи кашниншĕнех пурнăç тĕнчи пултăр тесе калама çук нумай тăрăшаççĕ Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи музейра вăй хуракансем. Вĕсен ĕçне ыттисем патне çитерес тĕллевпе МИХсенче тăрăшакан нумай сотрудниксен хушамачĕсене те  асăнчĕç тĕлпулура.

Район Канаш ĕçтăвкомĕн культура пайĕн заведующийĕ пулнă, ун хыççăн республикăри оперăпа балет  театрĕн директорĕнче тăрăшнă, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Степанов, сăмах илсе, уçă тÿпе айĕнчи музей тăвас ĕçе хăй мĕнлерех тÿпе хывни, музейра вăй хуракан 4 сотрудника ĕçшĕн укçа тÿлесе тăма вăй çитерни, музей комплексне  пуянлатса пыма тĕрлĕ çĕртен кирлĕ япаласем пухма хутшăнни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл çĕнĕлĕх тĕшшине район çĕрĕ çине калама çук нумай варăнтарнă Ермошкина ÿлĕмренхи ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хал сунчĕ.

Эпĕ тĕлпулăва килнисене 45 çул каяллахи хăшпĕр «тÿрккесрех» тĕслĕхсемпе паллаштарни те курăмлă пулчĕ. Парти райкомĕн идеологи витĕмĕ Йĕпреçре çак музее уçни вырăнлă мар,  тенĕ иккен. Уçă тÿпе айĕнчи музей пирки  пирĕн хаçатра çырса кăларнă пысăк калăплă статьяшăн вĕсене çыраканне райкома чĕнсех ятланă пулать район пуçлăхĕсем.

Пурнăç хăш çул-йĕр тĕрĕс те витĕмлĕ пулнине кăтартса пачĕ-иç! Музей 45 çул ĕнтĕ туристсене хăй патне йыхăрать, вĕсене пирĕн мăн асаттесен ĕçĕпе  кăсăклансах паллашма чĕнет.

Кунашкал тĕлпулусем тăтăшах иртменнине шута хурса, музей сотрудникĕсем хăйсене канăçсăрлантаракан ытти ыйтусене те  хускатрĕç. Акă, вĕсем картинăсен галерейи мĕнлерех çуралнине, ăна вăраха ямасăр уçас ĕçре Шупашкартан килнĕ ÿнерçĕсен ушкăнĕ кану çинчен мансах ĕçленине, «ибресионистсем» тесе ят панă сумлă бригада пĕр уйăхра 100-150 ытла картинăна пурнăç кÿнине аса илчĕç. Сăнарлă искусствăра хăйсене лайăх енчен кăна кăтартнă ăстасен хушшинче хамăрăн мухтавлă ентешсем - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ  ĕçченĕсем: Аркадий Самаринпа Николай Федоров, Владимир Беловпа Юрий Васильев, Павел Меркурьевпа ытти  ăстасем калама çук пысăк ĕç тунине палăртса хăварчĕç.  Паянхи галерейăри сумлă ĕçсене çĕнĕ ĕмĕрти ÿнерçĕсен сулмаклă ĕçĕсем пуянлатса тăраççĕ. Кунтах - Украинăри лару-тăрура хăйсене чăн-чăн маттурсем пек тытакан паттăр салтаксен картинисене те курма пулать...

Хумпа Кĕтне хутлăхĕнче вырнаçнă уçă тÿпе айĕнчи таврапĕлÿ музейĕ вăл - ку тăрăхра пурăнакансен аваллăхĕпе паянхи кун-çулне вырнаçуллăн шайлаштарса пыракан наци пуянлăхĕ. Унăн пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне сăнлакан кăтартуллă экспозицисен асра ырă тĕслĕхсем çуратма пултаракан композицине интернет тĕнчи те курăмлăн çутатса тăмашкăн  вăй çитереймĕ. Çакна малтан пуçласа мĕн вĕçне çитеричченех курăмлăн çиçĕнтерме этем ăс-хакăлĕ кăна пултарĕ. Ку ĕçе хăйсен киленĕвĕпе, илĕртĕвĕпе тата  хавхаланăвĕпе тума вăй-халпа ăсталăх çитерекен малĕмĕтлĕ çынсене малашне те ÿсĕм-çитĕнÿсемпе савăнтарма ăнăçу сунасси çеç юлать пирĕн. ,мĕр çулне ыран та паянхи пекех шанчăклăн такăрлама вăй-хавалпа хастарлăх пултăр сана, романтикăн канăçсăр ытамĕнчи савăк музей тивлетлĕхĕ!

Йĕпреçри уçă тÿпе айнчи музей комп- лексне юлашки çулсенче çĕнетес, кивелнĕ хуралтăсене иккĕмĕш пурнăç парас тĕлĕшпе калама çук нумай ĕç тунине палăртмасăр иртеймĕпĕр.  Ку енĕпе Чăвашлăхăн аваллăхне тĕплĕн  тĕпчесе самаях пысăк ĕçсем тунă. Çÿлтен уйăрса панă укçа-тенкĕпе кирлĕ пек усă курса, музей картишĕнче юлашки темиçе çулсенче стройка ĕçĕ питĕ нумай пурнăçланă, анчах йывăç зодчествин ĕмĕрне, шел, вăхăт  ыйтнинчен ытла тăсма  хĕн. Кунта ĕçлекенсем каланă тăрăх,  йывăç çурт-хуралтăсем тата аваллăхран упранса юлнă объектсем куç умĕнчех кивелсе-ватăлса пыраççĕ, вĕсен ĕмĕрĕсене малалла тăсас тесен нухрат çав тери нумай кирлĕ. Паллах, çак ыйтăва та кун  йĕркинчех тытмаллине темиçе хутчен те асăнчĕç ĕмĕрлĕх палăкĕсене упракансем...

Геннадий Кузнецов       

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译